Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Перекетлĕхе мала хурар

07 июля 2010 г.

Эпĕ 79 çулта. Вăрçă пуçланнă çул 10 çулта пулнă. Çурлапа тырă вырнă вăл вăхăтри ачасем, аслисемпе тан ĕçленĕ. Ун чухне кашни çемьене вырмалли лаптăк уйăрса паратчĕç. Çурхи тырра жнейкăпа вырнă хыççăн кĕлте çыхнă. Ирхине 3 сехетре ĕçе пуçăннă, çĕрле 10 сехетре киле таврăннă. Миçе сехет çывăрнине никам та пĕлмест. Пилĕк, ал-ура тỹсме çук ырататчĕç. _ Пĕтерĕпĕр те ĕçе _ канăпăр, _ тесе йăпататчĕ анне пире. Ĕçленĕшĕн куна 0,5 килограмм çăкăр паратчĕç. Ун чухне ĕçшĕн тỹлесси çинчен мар, вăрçăра çапăçакан аттесемпе пиччесем çинчен шухăшланă. Вырса илнĕ тырра Канаша лашапа леçетчĕç. "Вăрçăра çапăçакан салтаксем тутă пулччăр, эпир çĕр улмипе та пурăнатпăр", _ тетчĕ ял халăхĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕ, йывăр пулсан та ĕçрен таврăннă чухне юрă юрланă. Ун чухне вĕренỹ çулĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланатчĕ. Кĕр енне кайсан йĕтемре ĕçленĕ. Молотилка патне эпир, çамрăксем, кĕлте çĕклеттĕмĕр. Пире çĕрлехи сменăна яратчĕç. Хĕвел тухаспа ыйхă килетчĕ, эпир капан хыçне кайса выртаттăмăр. Бригадир пире тăратса çỹрени асрах-ха. Тăхăнма та пулман, Мăнкун уявне пиртен пĕр кĕпе çĕлесе панă. Çак ĕлĕкхипе хальхи пурнăçа танлаштарса манăн паянхи çамрăксене перекетлĕ пулма, çăкăр хакне туйма ыйтас килет. Эпир курнă нушана çамрăксем ан курччăр, çапах та çăкăр-тăвара тирпейлĕ тыткалаччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика