07 июля 2010 г.
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.Миллин 2010 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса уйрăм йышăну пуличчен район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хурасси пирки хушăва алă пуснă. Çанталăк çав тери шăрăх тата типĕ тăнă май ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсем уяр çанталăка пула çунса кайнипе çапла тума тивнĕ. Патăрьелĕнчи метеорологи посчĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕртме уйăхĕнче сывлăш температури иртнĕ çулсенчи вăтам кăтартуран 3-4 градус ытларах пулнă. Çак уйăхăн 20-мĕшĕнчен пуçласа вăл 30-38 градуса çитнĕ вăхăт та пулнă. Хăш-пĕр çĕрте çумăр пачах çуман. Çавна пула тăпрара нỹрĕк пачах çук. Районти 23 ял хуçалăх предприятийĕн, 50 хресчен (фермер) хуçалăхĕн уй-хирĕсенче 5652 гектар тĕш тырă, утă хатĕрлемелли 515 гектар лаптăк шăрăх та типĕ çанталăка пула вăйлă сиенленнĕ. Çавна кура хуçалăхсем 41,6 миллион тенкĕлĕх сиен курнă. Елчĕк район пуçлăхĕ Н.Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, организацисемпе предприятисен, службăсен ертỹçисене сыхă пулма, чрезвычайлă лару-тăру кỹнĕ тăкаксен виçисене чакармалли мероприятисен планне хатĕрлеме, çынсене вăрман тăрăхĕсене каяссине вăхăтлăха чарма, йĕркелĕхе сыхлассине вăйлатма хушнă.