07 июля 2010 г.
Район пуçлăхĕ Н.Миллин иртнĕ тунти кун район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă. Шăрăх та типĕ çанталăк тăрать. Çавна май районта чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртнĕ. Мĕнле ĕçсем туса ирттермелле çак вăхăтра? Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи О.Карсаков ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă 5652 гектар çинчен тухăç илесси пирки шухăшламалли çук. Çавăнпа культурăсене çулса зерносенаж хатĕрлеме ямалла. Канашлăва хутшăннисем çакна та уйрăммăн палăртрĕç _ çурхи ĕçсене иртерех тата пысăк пахалăхпа пурнăçланă хуçалăхсенче ял хуçалăх культурисене типĕ те шăрăх çанталăк ытлашши сиенлемен. Кая юлнисен вара культурăсем типсе ларнă. Малашне çакна ертỹçĕсемпе специалистсен шута илмеллех. Ял хуçалăхĕнче выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Утă уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне нумай çул ỹсекен курăксене 7903 гектар, пĕр çул ỹсекен курăксене 1110 гектар çулнă. 2454 тонна утă, 7903 тонна сенаж хатĕрленĕ. Сенаж хывассипе акционерсен "Прогресс" обществи (2300 тонна), "Эмметево" ООО (900 тонна), "Сатурн" ЯХПК (830 тонна), "Победа" ООО (700 тонна), "Комбайн" ЯХПК (688 тонна) ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах выльăх апачĕ хатĕрлессипе "Марс", "Кушкă", "Арланово", "Знамя" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче лару-тăру савăнтармасть. Районти хуçалăхсенче кашни ĕнерен талăкра вăтамран 18,8 килограмм сĕт сăваççĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сăвăма 13 хуçалăхра чакарнă. Выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне чакарассине пĕтерме кирлине палăртрĕç. Ларура тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтăва та тишкерчĕç. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче маларах асăннă çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттернĕ. Акă, шыв башнине йĕркене кĕртнĕ, ун йĕри-тавра карта тытса çаврăннă. Шуршу ялĕнче саккуна пăсса йĕркеленĕ свалкăна пĕтернĕ. Чăнах, яваплăха туйсан ĕç тума пулатех иккен. Анчах пĕтĕм çĕрте лайăх ỹкерчĕк кураймăн çав. Акă, Вырăскассинче вырнаçнă "Клевер" ОООн çĕр улми упрамалли хранилище патĕнчи çырмара, Тĕпсĕр кỹлĕ çывăхĕнче вырнаçнăскер, çĕрсе кайнă çĕр улми выртать. "Клевер" ОООн ертỹçисене темиçе хут асăрхаттарнă пулсан та, йĕркелĕх пирки шухăшламаççĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин Елчĕкри крахмал завочĕ, хатĕрлев кантурĕ пулнă вырăнсенче те тирпейлĕх хуçаланмаллине тепĕр хут палăртрĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый вĕрентỹпе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Шкулсенче, ача-пăча сачĕсенче юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме ятарлă комисси кăçал маларах, утă уйăхĕн 15-23-мĕшĕсенче çула тухĕ. Юлашки çулсенче шкул коллективĕсем, уйрăм педагогсем Раççей, Чăваш Ен гранчĕсене çĕнсе илессишĕн ирттерекен конкурссене активлă хутшăнаççĕ. Çак кунсенче те хаваслă хыпар çитнĕ: Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул 250 пин тенкĕлĕх, районти 11 педагог 50-шар пин тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илнĕ. Çакă тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Ларура демографи ыйтăвне те пăхса тухнă. Кăçалхи çур çулта районта 103 ача çуралнă, 178 çын вилнĕ, 48 çамрăк мăшăр çемье çавăрнă, 21 çемье арканнă. Районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусем те ларура вырăн тупнă.