Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне пулăшни кирлĕ

03 июля 2010 г.

Типĕ, шăрăх çанталăк ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисене, ĕçлекенсене малашлăх тĕллевсене улшăнусем кĕртме хистет. Çак синкерлĕ лару-тăруран мĕнле тухмалла? Çакăн пек тĕп ыйту пулчĕ те район пуçлăхĕ Н.Миллин ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер (хресчен) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура. Çанталăк шăрăх тăнине кура ял хуçалăхĕ йывăрлăхра. Выльăх апачĕ хатĕрлеме уйăрнă лаптăксенчи культурăсем начар çитĕннĕ. Çапах та выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне, йышне чакармалла мар. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева çакăн пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Унăн шучĕпе, утă пахалăхне тĕрĕслеттермелле. Сенажа кĕске вăхăтра хывмалла, закваскăпа, тăварпа усă курмалла, çиелтен полиэтилен пленкине витмелле. Уйрăмах йывăр вăхăтра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармалли тĕрлĕ майсем шырамалла. Вĕсем вара сахал мар: хуçалăхсенче рапс акса çитĕнтермелле, зерносенаж хатĕрлесси çине те тимлĕх уйăрмалла. НПО "Промсервис" ЗАО белокпа пуян _ экструдированнăй соя, тулă хатĕрлеме пуçăннă. Унăн ертỹçи Ю.Титов палăртнă тăрăх, çакă выльăх апатне перекетлеме пулăшать. Ял хуçалăх пайĕн ертỹçи О.Карсаков районти АПКри лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ. Хальлĕхе 2110 тонна утă, 3903 тонна сенаж хатĕрленĕ. Çавăнпа хуçалăхсенче пахалăх, перекетлĕх пирки шухăшламалла. Ял хуçалăх культурисене çитĕнме условисем питĕ япăх. Тăпрара 20 сантиметр тарăнăшĕнче пĕр нỹрĕк те çук. Çав вăхăтрах типĕ, шăрăх çанталăкра тĕрлĕ хурт-кăпшанкă алхасать. Тимлĕрех пулни халĕ питĕ кирлĕ. Тĕш тырă тухăçĕ пĕчĕк пуласси никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çав тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Миллин, ларура тухса калаçнă Г.Федоров, Н.Зайцев, Н.Головин, В.Германов, А.Петров, Ю.Цветков пĕр-пĕрне пулăшма кирлине палăртрĕç. Хальхи вăхăтра сыхланса юлнă вăрлăх саппасне тĕплĕн тĕрĕслемелле, ăна алласа çитес çулхи çур аки валли кондицие çитермелле. Йывăр пулсан та, тивĕçлĕ кăтартусем тумалла, тунă çитĕнỹсенчен чакмалла мар. Çавăн пек тĕллев лартрĕç канашлăва хутшăннисем. .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика