03 июля 2010 г.
Вырмана тивĕçлипе кĕтсе илмелле. Çак хĕрỹ тапхăрта техника пăсăлса ĕç хăвăртлăхне ан чакартăр тесе патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕ хуçалăхсенче тĕрĕслев пуçарнă. Комисси членĕсем утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче "Сатурн", "Колос" "Нива", "Клевер" хуçалăхсенчи, Ю.Н. Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи, утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче "Комбайн", "Победа", "Кушкă", "Арланово", "Марс" хуçалăхсенчи, утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче "Прогресс", Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенчи, В.П. Падуев, В.Ф. Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи техникăн юсавлăхне тишкерĕç. Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче "Родник", "Яманчурино", "Свобода", "Надежда" хуçалăхсене, Н.П. Бикулов, А.И. Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче "Рассвет", "Знамя", "Урожай", "Труд", "Эмметево" хуçалăхсене, О.П. Гаврилов хресчен (фермер) хуçалăхне, утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче К.Маркс ячĕллĕ, "Аранчеево", "Звезда" хуçалăхсене, А.В. Петров хресчен (фермер) хуçалăхне çитме тĕллев лартнă тĕрĕслевçĕсем. Тĕш тырă пухакан комбайнсем юсавлă пулни ĕçе кал-кал пурнăçлама май парĕ.