03 июля 2010 г.
Лаш Таяпа шкулĕ ялти чиркỹ историйĕпе тачă çыхăннă. Таса Турă амăшĕн чиркĕвне 1840 çулта туса лартнă. Вăл та шкул пекех районти чи ватă чиркỹ шутланнă. Икĕ престоллă чиркỹ 1940 çулччен ĕçленĕ. Çав çул ăна хупнă, çуртне пăснă. 1991 çулта шкулăн кивĕ çуртĕнче чиркỹ уçнă. Лаш Таяпа çыннисем пĕлтĕр пысăк ĕçе пуçăннă, чиркỹ никĕсне хывса хăварнă. Ял çыннисем çак ĕçе тỹлевсĕр пурнăçланă. Кăçал чиркỹ стенисене хăпартма шутлаççĕ кунта. Шкулăн 170 çулхи юбилейне паллă тунă кун ялшăн тепĕр пулăм асра юлатех. Çак кун уява пуçтарăннă халăх чиркĕвĕн малтанхи кирпĕчĕсене хучĕ. Чи малтанах чиркỹ настоятелĕ Силиуан атте кĕлĕ ирттерчĕ, сăваплă ĕçе хутшăнма чĕнсе каларĕ. Чиркỹн пĕрремĕш кир-пĕчне хунă май ял çыннисем чиркỹ çуртне хăпартмашкăн пулăшма пулнине пĕлтерчĕç. Вĕсен йышĕнче _ Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Ю.Попов, Шупашкар район пуçлăхĕ А.Князев, ялтан тухнă, халĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнакансем. _ Асаттесем вăхăтĕнче пăтрашуллă саманара хупнă чиркĕве пирĕн, мăнукĕсен, çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла, _ терĕ А.Князев. Сăн ỹкерчĕксенче: Лаш Таяпа чиркĕвĕн пĕрремĕш кирпĕчĕсене хунă самант; Силиуан атте кĕлĕ ирттерет.