03 июля 2010 г.
Ултавпа инçе каяймăн. Район сучĕ çак кунсенче Шупашкарта пурăнакан Е.Ефимовăпа Е.Романован ĕçĕсене пăхса тухнă. Хĕрарăмсем Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 159 статйин 2 пайĕпе айăпланнă. Ултавпа пуйма шухăшланă тĕп хулара пурăнакансем. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе кăçалхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Елчĕк районне çула тухнă вĕсем. Кавалти Н.Зайцеван хуçалăхне куç хывнăскерсем, кил хуçи хĕрарăмне хăйсем Елчĕк районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центртан килнĕ тесе пĕлтернĕ, унăн мăшăрне _ Аттелĕхĕн Аслă вăр-çин ветеранне асăннă службăран парнесем илсе килнине хыпарланă. Хĕрарăм хăйсене шаннипе усă курса пỹрте кĕнĕ хайхискерсем, кил хуçи умне пасартан илнĕ япаласем _ электрочайник, усă курмалли комбайн, çĕçĕсен пуххине, çỹç касмалли машинка (пурĕ 760 тенкĕлĕх) _ кăларса хунă. Çак парнесене салатма каякан тăкаксене саплаштарма 5 пин тенкĕ компенсаци тỹлемеллине пĕлтернĕ. Ватă хĕрарăм вĕсене 5 пин тенкĕ кăларса панă. Ефимовапа Романова çак кунах налук тỹлемелле тесе асăннă ялти Л.Носоваран та 7990 тенкĕ илсе тухса кайнă. Н.Зайцеван тăванĕсем район прокуратуринчен вăхăтлă пулăшу ыйтма пултарнăран хĕрарăмсене кĕске вăхăтрах тытса чарнă. Следстви вăхăтĕнче Е.Романова иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕнче Хăвăлçырмари Р.Кирилловаран та ултавлă майпа 4500 тенкĕ илсе тухса кайни паллă пулнă. Район сучĕ Ефимовăпа Романовăна Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 159 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн айăпланă, пĕрремĕшне 7500, иккĕмĕшне 10000 тенкĕлĕх штрафланă.