03 июля 2010 г.
2010 çулта Энтепе шкулĕ 115 çул тултарать. Унта вăй хунă тарăн та пысăк пĕлỹллĕ, анлă тавра курăмлă, тỹрĕ чунлă, çирĕп кăмăллă учительсен йышĕ пысăк. Вĕсенчен пĕри 40 çул ачасене вĕрентнĕ, халĕ тивĕçлĕ канури Валентина Петровна Сорокина. Мĕн канăва тухичченех ачасене çирĕп пĕлỹ, тĕрĕс воспитани парас тесе ырми-канми тăрăшнă. Ĕç ветеранĕн медальсем, Хисеп хучĕсем йышлă. _ Учителĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пĕлĕвĕ, ăсталăхĕ йăлтах хăй вĕрентекен ачасен ăс-тăнĕнче палăрать, калăпланать, вĕсене пурнăç çулĕ çине илсе тухма пулăшать. Эпир вĕрентнĕ ачасем Раççейĕпех саланса пĕтрĕç, чылайăшĕ паллă çынсем пулса тăни чуна савăнтарать, _ тет 80 çула çывхаракан Валентина Петровна. Вĕренекенĕсем Валентина Петровнăна паянхи кун та манмаççĕ, тĕрлĕ уяв ячĕпе саламсем ярсах тăраççĕ. "Пире Эсир пурнăç çулĕпе çирĕппĕн, тумхахсенчен такăнмасăр, сулмаклă утма вĕрентрĕр, тайма пуç Сире", _ тет хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне биологи наукисен кандидачĕ С.Н.Павлов. Çĕршер ача сăнарĕ. Кашни хăйне евĕрлĕ. С.В.Клементьев майор, Н.Д.Иванов подполковник... Çакнашкал аса илмелли сумлă ятсем Валентина Петровнăн сахал мар. _ Шанчăка тỹрре кăларакан, ырă ятпа палăракан вĕренекенсемшĕн чун хĕпĕртет, _ кăмăллăн каласа парать Валентина Петровна. _ Ĕмĕрĕм ахаль иртмерĕ. Валентина Петровна Петрова _ Елчĕк хĕрĕ, 4 пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем. Упăшки вăрçăра çухални çинчен илнĕ хыпара амăшĕ çав тери йывăрпа чăтса ирттернĕ. "Пĕр çыру та яраймарĕ вĕт-ха", _ тесе хуçăлса йĕнĕ тăлăх арăм упăшкин сăн ỹкерчĕкĕ çине пăхса. Амăшне пулăшаканĕ чи асли, Валя, пулнă. Вир анине çумламалла, улăм турттармалла, кĕлте кỹмелле... Ĕçленисĕр пуçне тата вĕренмелле те вĕт-ха. Мĕн пĕчĕкренех учитель профессине кăмăлланă Валя 1946 çулта шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Хăйĕн ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе вăл Канашри педагогика училищине кайса заявлени панă. Конкурс пысăк, районтан кăна 7 ача. Экзаменсене ăнăçлă тытса Елчĕк районĕнчен иккĕн вĕренме кĕнĕ. Пĕри _ Валентина Петрова, тепри _ Нина Мудрецова. Канашра вĕреннĕ çулсем те часах иртнĕ.1950 çулта экзаменсене ăнăçлă тытса Валентина Петровна алла диплом илнĕ. Вĕренỹре тăрăшуллă та маттур пулнăшăн панă кĕнекене паян кун та типтерлĕ упрать вăл. Направлени парса тĕрлĕ çĕре сапаланă дипломлă çамрăксене. 20 çамрăка Çĕпĕре, Оренбург облаçне кайма шăпа тухнă. Вĕсем хушшинче Валентина Петрован ячĕ те пулнă. Ун чухне самани те урăхла тăнă. Направленипе ĕçлеме кайман çамрăксене тĕрмене хупнă. Çавăнпах инçе те тертлĕ çула тухнă хĕрсем. Минадора Табаковăпа Валентина Петрова пĕр яла лекнĕ. Телее, унта пуçлăхсем те чăвашсемех пулнă. Минадорăн килĕнче ватă ашшĕпе амăшĕ çеç тăрса юлнă. Вăл пуçлăхсене вĕсене хăйсене кăна хăварма пултарайманни çинчен каласа кăтартнă. Валентина Петрован та килĕнче амăшĕпе шăллĕсем тата йăмăкĕ çеç. Мĕнле пурăнаççĕ вĕсем унта? Шăлне çыртса ĕçленĕ те пулĕччĕ вăл унтах, анчах Минадора сăмахĕсем ăна та киле май çавăраççĕ. Хĕрхенеççĕ пуçлăхсем хĕрсене. "Кунта ĕç çук" тесе хут çырса çамрăк хĕрсене каялла Чăваш Ене яраççĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕ. Часах вĕренỹ çулĕ пуçланмалла. Ĕç пулĕ-ши? Пăтăрмах сиксе тухмĕ-ши? Пăрахса килсе тĕрĕс турăмăр-ши? Тĕрлĕ шухăш явăннă Елчĕк хĕрĕн пуçĕнче. Елчĕкри çутĕç пайĕнчен Валентина Петровăна Таяпа Энтринчи шкула яраççĕ. Хăйĕн пĕрремĕш вĕренỹ çулне çак шкулта пуçлать Елчĕк хĕрĕ. 2-мĕш класс. 42 ача. Пуçа усмасть çамрăк учительница, тăрăшса ĕçе кỹлĕнет. Кашни кунах килне çỹрет, вăй çитнĕ таран çемйине пулăшать. Кирилл Романович Романов директорпа Василий Владимирович Щипцов завуч питĕ лайăх çынсем пулнине асăнать вăл. Туслă коллективра ĕçленĕ 3 çул сисĕнмесĕрех иртнĕ. Икĕ класран пĕр класс йĕркеленĕ хыççăн ăна Энтепе шкулне куçараççĕ. Каллех çĕнĕ коллектив, çĕнĕ ачасем. 1, 3-мĕш классемпе ĕçлеме пуçлать Энтепе шкулĕнче Валентина Петровна. 2, 4-мĕш классемпе ун чухне Раиса Пантелеймоновна Прохорова (Кушникова) ĕçленĕ. Шкул çурчĕн çурринче директор çемйи пурăннă, тепĕр çурринче вара вĕренмелли классем пулнă. Ачасем пĕр-пĕринпе ăмăртса вĕренни, таса çỹрени савăнтарнă учителе. Хут-хăмăр пуçтармалла-и, тимĕр-тăмăр пухмалла-и, е тасалăх тĕрĕслеççĕ-и _ яланах Валентина Петровна класĕ малта. Тимур ĕçне те унăн ачисем хастар хутшăннă. Драма кружокĕ те ăнăçлă ĕçленĕ. Фермăра тăрăшакансен умĕнче лекци-доклад вуламалла-и, класпа концерт лартмалла _ пур çĕре те ĕлкĕрме вăхăт тупнă. Суйлав комиссийĕн секретарĕ, шкулти профком председателĕ _ хушма ĕçсем. Вĕсене те çĕкленỹллĕ кăмăлпа пурнăçланă вăл. Пултаруллă хĕре Энтепе ялĕнче куç хывакансем те сахал пулман. Çырни çырлан курăнать теççĕ. 1957 çулта Валентина Петровна Михаил Петрович Сорокинпа çемье чăмăртать. Шăкăл-шăкăл, килĕшỹллĕ пурăнакан телейлĕ мăшăр икĕ ывăл çуратнă. Асли, чи кĕтни, Коля, иккĕмĕшĕ _ Сергей. Мăшăрĕ, чĕрепе чирлĕскер, 1972 çултах çĕре кĕни çемье телейне татнă. Икĕ ывăлпа тăлăха тăрса юлнă Валентина Петровна. Алă усса ларнипе нимĕн те пулмасть. Çанă тавăрса вăй хумалла, ачасене тивĕçлĕ воспитани памалла, çĕр-шыва юрăхлă çынсем тумалла. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул сисĕнмесĕр иртнĕ. Çемьере килĕштерсе пурăнаççĕ. Пăянамăшĕ вăй çитнĕ таран икĕ мăнукне ура çине тăратма пулăшать. Ачисем те ỹссе çитĕнеççĕ. Коля ашшĕ пекех шофер ĕçне кăмăлларĕ. Салтакран таврăнсан Шупашкар хулинче пурăнма пуçларĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Сергей _ строитель. Строительсен техникумне пĕтерчĕ те салтака кайрĕ. Унтан таврăнмарĕ. Чăваш хĕрнех качча илсе Çĕпĕрте, Польшăра ĕçлерĕ, халĕ Кандалакша хулинче пурăнать. Тăватă ача çитĕнтернĕ. Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет, тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Юратнă вĕрентекенĕн ĕçĕ пире те хавхалантарать. Пирĕн те ун пекех ачасене тĕрĕс çул çине тăратасчĕ, вĕрентỹ ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пырасчĕ. Учитель яланах тăван халăхпа, ял-йышпа, ачасемпе пĕрле пурăнса вĕсемпе пĕр кăкăртан сывлать пулсан _ пурнăç пулăмĕсене те вăл тăван халăх куçĕпех виçсе хаклать. Вĕрентекен çакна хăй чунĕпе туйса тăрсан ачасем те ун сукмакĕпех утаççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: В.Сорокина; Энтепе шкулĕн коллективĕ (сăн ỹкерчĕке иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тунă).