03 июля 2010 г.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çурт-йĕр çĕкленĕ е хваттер туяннă çемьесем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Тип Тимеш ялĕнче пурăннă Фаина Геннадьевнăпа Василий Николаевич Цыгановсем, сăмахран, "Çамрăк çемье" программăпа усă курса 5 çул каялла Елчĕкре хваттер туянма пултарнă. Килĕшỹллĕ çемьере икĕ хĕр _ Катюшăпа Виктория çитĕнеççĕ. Çемьене кĕçех "çĕнĕ кайăк" хутшăнмалла. Çемье пуçĕ Василий Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче ăс пухса инженер, Фаина И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче вĕренсе педагог специальноçĕсене алла илнĕ. Хальхи вăхăтра Фаина Геннадьевна Елчĕк ял тăрăхĕн 1-мĕш разрядлă специалисчĕ шутланать. Ылтăн алăллă мăшăрĕ вара хваттерсем юсать. "Чăн та, ĕçрен ỹркенмест мăшăр", _ текен шухăш пырса кĕрет пуçа Цыгановсен хваттерĕпе паллашнă май. Хăйсем пурăнакан çурт умĕнчи палисадникре те куçа илĕртекен тĕрлĕ тĕслĕ чечексем çитĕнтерме ĕлкĕрет кил хуçи хĕрарăмĕ. _ Çемье телейĕ мĕнре-ши? _ тетĕп пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса шăкăл-шăкăл калаçакан çамрăксем çине. _ Килĕшỹпе ăнланура, паллах, пĕр-пĕрне пулăшма пĕлнинче, каçарма пултарнинче, _ теççĕ вĕсем кăмăллăн. Сăн ỹкерчĕкре Цыгановсен туслă çемйи.