03 июля 2010 г.
"Тен, алкоголе пĕчĕккĕн ĕçни сиен кỹмест?"- тет хăшĕ-пĕри. Çук, темле виçепе ĕçсен те алкоголь усă памасть. Ăна кăшт кăна ĕçни те час-часах пысăк инкек патне илсе çитерет. Алкоголь шывпа хутшăнма, çуллă составсенче ирĕлме пултарнине унăн молекулисем пĕчĕк пулнипе, ытти енĕсемпе ăнлантараççĕ. Алкоголь организмра хăвăрт ирĕлет: вăл çăвартах сăрхăнма тытăнать, хырăмлăхпа пыршăлăхран юна питĕ хăвăрт куçать, унтан пур органсене те саланать, пуç мимине лекет. Хырăмлăхра сăрхăнса юна куçнипе пĕрлех алкоголь ферментсем пулăшнипе кăмрăк кислотипе шыв çине пайланать. Унăн ытларах пайĕ пĕверте йỹçĕкленет. 2_5 проценчĕ шăкпа, сывласа кăларакан сывлăшпа тухать. Организмра япаласен ылмашăвĕ мĕн чухлĕ хăвăртрах пулса иртет, çын çавăн чухлĕ хăвăртрах урăлать. Алкоголь юна сăрхăнасси шĕвек хăватĕнчен те килет. Чăнах та, эрехе кăшт кăна ĕçнĕ хыççăн çынсем пĕр хушă хавхаланса, харсăрланса каяççĕ. Мĕншĕн тесен эрехĕн пĕчĕк виçи те клеткăсен активлăхне вăйлатать, чĕре хăвăртрах тапма пуçлать, ỹтри, алă-урари юн тымарĕсем сарăлаççĕ, анчах сывласси, пуç миминче юн куçасси хăвăртланмасть. Çак "усăллă" пĕчĕк виçе кашни çыншăн тĕрлĕрен пулать, вăл нумай фактортан килет. Анчах пĕтĕм инкекĕ _ çынсенчен ытларахăшĕ çак виçепе анчах çырлахманнинче. Эрех кăштах ĕçме тытăннипе çын алкоголе хăнăхса çитет. Вăл ăна унччен чирлеттерсех яма пултарнă виçене чăтакан пулать. Алкоголь унăн организмĕнче япаласен ылмашăвĕн пĕр пайĕ пулса тăрать, вăраха пыракан алкоголизм чирĕ аталанать. Ĕçке ернипе вăраха пыракан алкоголизм чирĕ хушшинчи чикĕ ăçта-ши? Ĕçке ериччен çын хăш чухне эрех ĕçсен кăштах канса илме шутлать, ĕçке ерни вара шăм-шакне кăна мар, пĕтĕмпех лайăх, çăмăл пултăр тесе ỹсĕрĕлме тăрăшать. Ку _ алкоголизм чирĕн пирвайхи палли. Вăхăт иртнĕ май çакă çыннăн вăй-халĕнче те палăрать. Эрех пулмасан çын хăйне вăйсăр, такам хĕнесе пĕтернĕ чухнехи пек туять, ĕçре час ывăнать. Унăн аппетит пĕтет, канлĕ çывăраймасть. Хăш чухне, апат çиес, шыв ĕçес килнĕ пекех, эрех питĕ ĕçес килет. Чи малтан çакă чăтма çук мухмăр чĕртес килнинче палăрать. Унтан та ытларах, ĕçке ернĕ çынна урă вăхăтрах физиологипе психологилле тĕрĕслев ирттерсен, унăн кăтартăвĕсем питĕ япăх пулаççĕ. Малтанхи вăхăтра эрех ĕçес килни _ пуçран тухма пĕлмен шухăш: çыннăн çав тери ĕçес килсе каять, вăл сĕтел хушшинче ирттернĕ савăнăçлă сехетсене, кăштах ỹсĕрĕлсен хăйне калама çук лайăх туйнине т. ыт. те аса илет. Чирлĕ çын çак шухăшсемпе малтанласа кĕрешме те хăтланать, каярахпа эрех ĕçес килни ăна час-часах чăтма çук аптăратма пуçлать те _ ĕçке ернĕ çын çак туйăмпа кĕрешме те пăрахать. Алкоголь патне туртăнни чир пуçланнин пĕрремĕш палли пулать. Хăватлă эрех таврашне мĕн чухлĕ ĕçнине пĕлми пулни _ алкоголизм чирĕ пуçланнине пĕлтерекен тепĕр паллă. Организма алкоголь кăштах лексенех çыннăн ăна ытларах ĕçес килекен пулать. Çын пĕр-пĕр ушкăнра пулсан юлташĕсене те ĕçме васкатать, хăй патне черет çитичченех "маларах" ĕçме тăрăшать. Ĕçес килни вăйлансах пырать. Çакăн пек çын килте урăх пĕр тумлам та эрех çуккине пĕлмесĕр те лăпланмасть. Алкоголизмăн малтанхи паллисенчен пĕри вăл _ ытлашши нумай ĕçсен те хăсас килменни. Хăсни _ алкогольпе сиенленсен наркăмăшран хăтăлмалли май, чи кирли _ çынна ĕçсе çитнине кăтартакан паллă.Эрехе хăнăхса пынă май хăсас килни иртсе каять. Эрех нумайрах ĕçнĕ чухне те хăсас килменни организмăн ытлашши эрехрен хỹтĕленес вăйĕ чакнине пĕлтерет. Ку вара алкоголизм чирĕн чи тĕрĕс палли. Кашни çыннăн эрех виçине чăтаслăхĕ тĕрлĕрен пулать. Алкоголизмăн малтанхи тапхăрĕнче çыннăн çав чăтаслăхĕ пысăк. Ĕçке ернисем талăкра 150-300 грамм эрех ĕçме пултараççĕ. Майĕпен çак виçе ỹсет, хăш чухне 1 литра е 1,5 _ 2 литра çитет. Ĕçме вĕренмен çынна çакăн чухлĕ эрех йывăр сиенлет, çын вилме те пултарать. Каярахпа алкоголизмпа аптăракансен ĕçнине чăтаслăхĕ чакать, вĕсем кăшт ĕçнипех ỹсĕрĕлсе каяççĕ. Чир пуçланнă тапхăрта ỹсĕрĕлнĕ çын нумай калаçать, питех те çемçе кăмăллă пулать, çынсемпе хутшăнма юратать. Алкоголе хăнăхса пынă май вăл час-часах чăкăлташать, çапăçма хăтланать. Тавçăрулăхĕ вăрахланать, ỹсĕр çын пĕр шухăшран тепĕр шухăша час куçаймасть. Вăл çĕр каçипех пĕр юрра ĕнĕрлеме пултарать, пĕр сăмахах темиçе хут калать. Хăйне тахçан кỹрентернине аса илет, çапăçса кайма пултарать. Майĕпен эрех ĕçесси улшăнса пырать _çын темиçе талăк пĕр урăлмасăр ĕçме пултарать. Алкоголизм чирĕ йăлтах çĕнтерсе илет.