Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл алăллă, ăш пиллĕ тухтăр

03 июля 2010 г.

Çăмăл алăллă, ăш пиллĕ тухтăр Елчĕк енре "Катайкин" хушамата илтмен çын çук пулинех. Çамрăк е шкул ачи ун аллине лексе курман пулсан та (мухтав Турра), килте е урамра аслисем çак хушаматлă хирургăн аллисем ылтăн пулнине каланине хăлхине кĕрсе юлнах. Ыт ахальтен мар шкулта вĕренекенсем В.Катайкин хирург ăш пиллĕ те ăста, хăйĕн профессине парăннă, çынлăхлă специалист пулнине çирĕплетсе сочиненисем шăрçалаççĕ. Мĕн, паян районти тĕп больницăри хирургсенчен пулăшу ыйтакансем сахаллăн тетĕр-и? Пачах тепĕр майлă, таçтан çаклансах тăрать чир-чĕрĕ. Операци сĕтелĕ çине вырттариччен, чире тĕрлĕ мелсемпе сипличчен ультрасасăпа функци диагностикин врачĕ Владимир Алексеевич Катайкин тĕплĕ тĕрĕслет, çийĕнчех диагноз лартать. _ Темиçе уйăх асапланатăп, мĕн чышать-ши çак тĕлтен? _ ыратнине чăтаймасăр ассăн сывлать утмăлтан иртнĕ хĕрарăм. _ Сирĕн ватăрта чул пур, пĕр тăхтаса тăмасăр хирургсем патне кайăр, _ тесе ăсатрĕ кăмăллă тухтăр ватă çынна. Пĕкрĕлсе ỹкнĕскер, врач патне йышăнăва кĕрес тесе кабинет умне черет тăчĕ. Унтан шур халатлисем "вăрттăн" калаçнине илтме тỹр килчĕ ăна. _ Мĕн чулĕ пултăр унта? Чиперех çỹрет вĕт, _ тет пĕри хыттăнах. Владимир Алексеевич вара хăйĕннех çирĕплетет. _ Çапах та ỹкĕте кĕртрĕ пулмалла, сиплеме вырттарчĕç мана. Тавтапуçах ăна, хăех операци турĕ, чулне хам та тытса пăхрăм. Алли ылтăн унăн, часах сывалса тухрăм. Унтанпа вунă çул иртрĕ, халĕ те хама лайăх туятăп, _ тет кỹршĕм паллă хирургăн юбилей çитнине пĕлсен. Пĕлсех тăратăп, Владимир Алексеевича ырă сунакансем, тав тăвакансем районта çĕршер çын. Район çинчи хисепе вара Владимир Катайкин пултарулăхĕпе, сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе, лайăх та шанчăклă юлташ, яланах пулăшма тăрăшакан кỹршĕ пулнипе тата ытти лайăх енсемпе çĕнсе илнĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест. Зинаида Тимофеевнăпа Алексей Николаевич Катайкинсем 8 ача çуратса ỹстернĕ. Ачисем пурте ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă, сăпай, ăш пиллĕ, çын хушшинче сумлă. Тĕрлĕ профессиллĕ пĕр тăвансем пурте хăйсен ĕçĕнче ырă ят çĕнсе илнĕ. Аслă Елчĕк ялĕнчи Катайкинсен туслă та йышлă çемйинче шăпах аллă çул каялла кун çути курнă Владимир. Ытти пĕр тăванĕсем пекех маттур та сатур, ĕçчен, ытлашши сăмах ваклама юратмасть. Хушнă ĕçе ячĕшĕн тума пĕлмест, чун ыйтнă пек ăна пурнăçлать. Шкул парти хушшинче те шăпăрт та сăпайлă, именчĕклĕн кăна илемлĕ кулă парнелекен каччă пулнипе асра юлнă хĕрсене маттур каччă. Хăй вара малалла вĕренес ĕмĕтпе çунатланнă. 1977 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан салтак гимнастеркине тăхăнать. Икĕ çултан вăй-халпа çирĕпленнĕ йĕкĕт хуланалла çул тытать. Тарăн шухăшланă хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче хатĕрленỹ уйрăмĕнче пĕлỹ пухать. Тепĕр çулхине вара Аслă Елчĕкĕн мал ĕмĕтлĕ каччи медицина факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакан ашшĕпе амăшĕнчен пулăшу ыйтман студент. Пĕлнĕ вăл, пурнăç панă çынсем çул укçисĕр пуçне ытлашши тыттараймаççĕ. Вĕсен пилĕ темле мулран та хаклă Володьăшăн. Вăл вара сывă та тĕреклĕ, кĕçĕн курссенче вĕреннĕ чухнех каçхи ĕçе вырнаçнă, тум илмелĕх хăех ĕçлесе илнĕ. Çав хушăрах тăван киле кучченеçсĕр те таврăнман. Катайкинсен ывăл-хĕрĕсем халиччен ята яман, кашнийĕ хăй вырăнĕнче ăста. 1987 çулта çамрăк врач Тамбов облаçĕнче интернатура ирттерсе пĕр çул ĕçленĕ хыççăн çемйипе тăван тăрăха таврăнать. 1989 çултанпа тăрăшать В.Катайкин хирург районти тĕп больницăра. Çак тарана çитсе вуншар çын пурнăçне çăлса хăварнă вăл. Юлашки çулсенче Владимир Алексеевич дежурнăй хирургра тата УЗИ аппарачĕпе тăрăшать. Пĕрре мар унăн пулăшăвĕпе усă курма тивнĕ мана. Вăл каснă сурансем часах сипленнине вуншар çын каланине илтме тỹр килнĕ. Чĕлхи те, алли те епле çепĕç-ха унăн. Ваттипе те пĕр чĕлхе тупать вăл, çамрăксемпе те. _ Алексеевич! _ теççĕ ăна ял çыннисем чунтан хисеплесе. _ Мĕскер эсир, ман ят пур вĕт, Володя тейĕр, _ тет хирург вара кăмăллăн. Çапах та ытларах ăна ашшĕ ячĕпе чĕнесшĕн пурте. Тем тесен ун пек тата хисепленĕн туйăнать-çке. 2009 çулта Владимир Алексеевича "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" ят парса чысларĕç. Паллах, питĕ савăнтăмăр талантлă çынна чыс тунăшăн. Чăннипех те тивĕçлĕ вăл çак сума. Владимир Алексеевичăн мăшăрĕ, Светлана Алексеевна та, врач. Вăл районти тĕп больницăра вăй хурать. Кăçал юпа уйăхĕнче вăл та çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тăвать. Ашшĕпе амăшĕн сукмакĕнчен Дмитрий ывăлĕ те пăрăнман. Вăл тĕп хуламăрти стоматологи поликлиникинче стоматолог-хирург пулса тăрăшать. Унăн мăшăрĕ те стоматолог-терапевт. В.Катайкинăн кĕçĕн ывăлĕ студент. Вăл право пĕлĕвĕ илет. Харсăр та тăрăшуллă, çынпа пĕр чĕлхе тупса пурăнакан арçын кỹршĕ-аршăпа та пĕр çăвартан пурăнать. Çемьешĕн, ачи-пăчишĕн тăрăшакан кил-çурт тĕрекĕн юлташсем нумаййинчен те тĕлĕнме кирлĕ мар. Хăйне мăн кăмăллă тытмасть вăл, яланах пулăшу аллине тăсать. Пĕр урамра пурăнакансем пурте хисеплеççĕ ăна. Ĕçре кăна мар, килте те тăрăшуллă та савнă мăшăр, юратнă атте вăл. Кил-çуртри ĕçе пĕрне те тиркесе тăмасть. Пахчари ĕçсене мăшăрĕпе пĕрле пурнăçлать. Çемье выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать. Ĕçрен ỹркенсе тăмасть. Çакăн пек пултаруллă çын пулнăран савăнаççĕ кỹршисем. 10 çул каялла Владимир Алексеевич, унăн юлташĕсем тăрăшнипе урамра электричество пралукĕсем карнă, шыв пăрăхне кашни кил умне çитернĕ. Нумай-нумай ырă ĕç тунине каласа та пĕтерес çук. Кỹршисемпе ĕçтешĕсем ăна юбилей ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем шеллемеççĕ. Чăннипех те тивĕçлĕ вĕсене районти паллă хирург. Эпир районти чылай çынсен ячĕпе шур халатлă ĕçчене, чирлĕ çынсемшĕн хăйĕнчен килнине чунне парса пурнăçлакан хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе саламласа ĕçре хастарлăх, пурнăçра пархатарлăх сунатпăр.  Сăн ỹкерчĕкре: В.Катайкин ĕç вăхăтĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика