Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану çурчĕ çĕнелĕ

30 июня 2010 г.

 Аслă Пăла Тимешри кану центрĕн çурчĕ ял тăрăхĕнчи пысăк объектсенчен пĕри. Ăна пăхса тăмасан, юсамасан юхăнса кайма пултарать. Çакна шута илсе, ял тăрăхĕн администрацийĕ ял халăхĕн кану вырăнне тĕпрен юсама тĕллев лартнă. Республикăн Министрсен Кабинечĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи социаллă пурнăçпа культура учрежденийĕсене тĕпрен юсама субсиди уйăрас енĕпе çулсерен ирттерекен конкурса хутшăнма тĕв тытнă. Кирлĕ документсене тăратнă хыççăн Аслă Пăла Тимешри кану центрĕн çуртне çĕнетме республика бюджетĕнчен 863700 тенкĕ уйăрасси çинчен йышăну килнĕ. Халĕ вырăнти бюджетран та çавăн чухлех укçа-тенкĕ тупмалла. Шанма пулать: çулталăк вĕçленнĕ тĕле Аслă Пăла Тимешри культурăн çĕнелнĕ объекчĕ куçа савăнтарĕ. Кану центрĕн çурчĕн ертỹçи Е.Портновăпа Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин сăмаха çилпе вĕçтерекен марччĕ. Культура объекчĕсене çĕнетесси Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн пырать. Пирĕн районти Курнавăшри, Елчĕкри, Патреккелĕнчи культура çурчĕсем республика тата район бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса чылай çĕнелчĕç, хальхи йышши оборудованипе пуянланчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика