30 июня 2010 г.
Шăмат кун Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул уçăлнăранпа 170 çул çитнине паллă турĕç. Шкул коллективĕ хăйĕн вы-пускникĕсем пĕр кунра çакăн чухлĕ йышпа пуçтарăннине астумасть. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен çĕр-çĕр çын килнĕ уява. Чылайăшĕ пĕр-пĕрне чылай çул курман. Çавăнпа нумайранпа тĕл пулманран хăшĕ-пĕри пĕрле вĕреннĕ юлташне, тантăшне тỹрех палласа та илеймерĕ пулас. Акă, ман умра çỹçĕсем кăвакарнă икĕ ватă çын тĕл пулчĕ. Пĕр-пĕрин çине тинкерсе пăхнă хыççăн пенси çулĕпе пыракан арçын юлташне палласа илсе савăнăçне пытараймарĕ. Ушкăнăн-ушкăнăн, иккĕн-виççĕн тăракан выпускниксенчен: "Астăватăн-и?", "Çав ăçта, мĕнле пурăнать?", _ тесе ыйтни час-часах илтĕнчĕ. Теприсем çав вăхăтра шкулпа паллашрĕç. Чылайранпа пĕр-пĕрне курман, калаçса пĕтереймен çынсем акт залне лăках тулчĕç. Юбилей умĕн В.Петровпа Н.Мустаев учительсем шкул Гимнне çырнă. Сцена çине тухнă вĕренекенсем ăна юрлама пуçласан залра ларакансем ура çине тăрса юрă кĕввине хутшăнчĕç. Уяв вĕренекенсен концертĕнчен пуçланчĕ. Вăл нумая пычĕ. Шкул директорĕн В.Яковлевăн шкулăн çак вăхăтра утса тухнă кун-çулĕ, унăн выпускникĕсем çинчен каласа памалли чылай. 1840 çулта уçăлнă шкулсем районта пĕрре, республикăра та сахал. Хăш шкул хăйĕн икĕ генерал-майорĕпе, икĕ академикпа, икĕ профессорпа, наука кандидачĕсен, артистсен, çар çыннисен, паллă писательсен, поэтсен, журналистсен, паллă ертỹçĕсен, спортсменсен, архитекторсен, вĕрентекенсен, халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче тава тивĕçлĕ ятсем çĕнсе илнĕ выпускниксен ушкăнĕпе мухтанма пултарать? Ĕненместĕр пулсан Петĕр Лаштайпа Василий Эктел писатель-журналистсем пухса хатĕрленĕ, 2000 çулта кăларнă "Тăван шкултан _ инçе çула" кĕнекене алла тытса пăхăр. Лаш Таяпа шкулĕ хамăр районти, Тутар Республикинчи вунă ялтан пĕлỹ пухнă пин-пин çамрăка пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă. Çакăн çинчен аса илчĕç, мăнаçланса калаçрĕç шкул юбилейне килнĕ Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин пай начальникĕ, çак шкула вĕренсе пĕтернĕ А.Михайлов, Шупашкар район пуçлăхĕ А.Князев, тĕнчипе паллă ветеринари ăсчахĕ _ Хусанти Н.Бауман ячĕллĕ ветеринари институчĕн профессорĕ И.Никитин академик, çак хулари ял хуçалăх институчĕн профессорĕ В.Владимиров, Олимп вăййисен бронза призерĕ В.Андреев, республикипе кăна мар, çĕр-шывĕпе палăрнă Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ, кире пуканĕ йăтассипе СССР спорт мастерĕ Ю.Попов, район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, халĕ пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утакан ытти вун-вун выпускник. Шкулăн паянхи утăмĕсем те сулмаклă. Коллектив РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕччĕ. Юбилейре вăл "Вĕренỹри пуçарулăх" конкурсра çĕнтерсе 250 пин тенкĕлĕх сертификата, В.Петров, Л.Князева, В.Павлова, М.Меметова учительсем Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин, И.Чернова, И.Осипова район пуçлăхĕн Хисеп грамотисене илме тивĕç пулни те шкул коллективĕ хастар утăмпа малалла утнине çи-рĕплетет. Выпускниксем шкула, вĕрентекенсене манмаççĕ. Вĕсем пурнăçран уйрăлса кайнă, тивĕçлĕ канури, халĕ ĕçлекен учительсем ячĕпе ырă, ăшă сăмахсем нумай каларĕç. Юбилей каçĕ хĕрсе пынă вăхăтра та шкулта пĕлỹ пухнă ентешсем килсех тăчĕç. Кашнин аллинче парне, чечек. Пысăк-и вĕсем, пĕчĕк-и _ пĕтĕм чĕререн параканнисем. Уявра пуçлăх та, наука çынни те, ахаль ĕçчен те пулчĕ. Анчах вĕсене кунта никам та уйăрмарĕ. "Эпир пурте кунтан вĕренсе тухнă, шкул пире пĕрлештерсе тăрать", _ терĕ Шупашкар район пуçлăхĕ А.Князев. Çак сăмахсем тĕрĕс те пулĕ. Шкулăн икĕ хутлă çурчĕпе юнашар 1930-мĕш çулсенче туса лартнă йывăç çурта та типтерлĕ тытаççĕ Лаш Таяпасем. Тултан та, шалтан та пăхсан вăл çирĕп ларни курăнать. Кунта историпе краеведени музейĕ вырнаçнă. Ялта чылай çул пулман выпускниксем те, хăнасем те унпа интересленсе паллашрĕç. Лаш Таяпан авалхи, ĕлĕкхи, паянхи пурнăçне, унăн çыннисен тĕрлĕ çулсенчи ĕçĕ-хĕлне сăнлакан экспонатсем пуян пулнине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Лаш Таяпара уяв вăхăтĕнче темиçе сехет пулма тиврĕ пире. Шкул коридорĕсенче те, урамра та çамрăксем, ачасем йышлă пулни курăнчĕ. Апла пулсан шкул та пулать, ял та пурăнать.