30 июня 2010 г.
Шăмат кун Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул стадионĕнче Социализмла Ĕç Геройне Иван Алексеевич Михайловские асăнса мини-футбол енĕпе турнир иртрĕ. Аслă ăрури çынсем Иван Михайловские аван пĕлме тивĕç. Аслă Пăла Тимешре çуралса ỹснĕскер, вăл пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăх производствине аталантарма панă. Мĕн пĕчĕкренех хуçалăхра ĕçленĕ. Малтанах ахаль колхозник, унтан тракторист пулнă, 1955-1959 çулсенче трактор бригадин бригадирĕнче вăй хунă. 1960 çултан пуçласа 1977 çулччен, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайиччен, Ленин орденлĕ "Победа" колхозăн Аслă Пăла Тимешри комплекслă бригадине ертсе пынă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, тымар çимĕç культурисене туса илес, патшалăха сутас енĕпе пысăк çитĕнỹсем тунăшăн СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1966 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе И.Михайловские Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă. Çавăн пекех ăна Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ, Ленин, Октябрьти Революци, "Хисеп Палли" орденсемпе наградăланă, "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ят панă. СССР Тĕп Канашĕн 8-мĕш суйлавĕн депутатне суйланă. Пултаруллă та ĕçчен ентешне Аслă Пăла Тимешсем манмаççĕ. 2007 çултанпа И.Михайловские асăнса ялта футбол турнирĕ иртет. Ăна Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн администрацийĕ, И.Михайловский ывăлĕсем Иванпа Василий йĕркелеççĕ. Ку енĕпе вĕсене спонсорсем пулăшу параççĕ. Кăçалхи турнира Комсомольски, Вăрнар районĕсем, Шупашкарти "Чăвашсетьгаз" ООО, ĕçлесе юсанмалли 4-мĕш колони, Елчĕк, унчченхи "Победа" колхоза кĕнĕ Исемпел, Кавал ялĕсем, Аслă Пăла Тимешри çитĕннисем, çамрăксем, студентсем командăсем тăратнă. Турнир пуçланиччен ăмăрту участникĕсене Елчĕк район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, И.Михайловский ывăлĕ _ Шупашкарти ĕçлесе юсанмалли 4-мĕш колони начальникĕн тыл енĕпе ĕçлекен çумĕ Василий Иванович, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн ертỹçи В.Рыбкин саламларĕç, спортра çитĕнỹсем тума, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма ырă сунчĕç. В.Рыбкин сăмахĕнче хăйĕн ентешĕсемпе мăнаçланни те палăрчĕ. Чăнах та, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче Социализмла Ĕç Геройĕ ята 8 çын, Совет Союзĕн Геройĕ ята 1 çын тивĕçнĕ. Кун пек тĕслĕх республикăра урăх çук, çĕр-шывĕпе те сахал пулĕ. Турнира пуçтарăннă 10 команда икĕ ушкăна пайланса пĕр-пĕринпе вылярĕ. Пĕрремĕш ушкăнра Шупашкарти ĕçлесе юсанмалли 4-мĕш колони, иккĕмĕшĕнче Вăрнарти "Туслăх" команда мала тухрĕç. Вĕсем куçса çỹрекен кубока çĕнсе илессишĕн тĕл пулчĕç. Тĕп вăхăт çĕнтерỹçĕне палăртаймарĕ, çавăнпа кубок хуçи хăш команда пулассине пенальти татса пачĕ. Ĕçлесе юсанмалли колони команди енче ăнăçу пулчĕ, вăл куçса çỹрекен кубока тата парнене тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăншăн Аслă Пăла Тимешри "Юман" тата "Чăвашсетьгаз" ОООн "Газовик" командисем вылярĕç, çивĕч кĕре-шỹре турнир хуçисем çĕнтерчĕç. Турнир питĕ шăрăх çанталăкра иртрĕ. Анчах çакă футбол вăййине юратакансене хăратмарĕ, вĕсем мала тухассишĕн çивĕч кĕрешрĕç. Кашни вăйăра футболистсем пĕр-пĕрне хисеплени палăрнине те асăнмасăр иртеймĕн. Турнира йĕркелесе ирттерме И.Михайловскин ывăлĕсем Иванпа Василий, спорт тусĕсем В.Баранов, А.Портнов, çавăн пекех ял тăрăхĕн ертỹçи В.Рыбкин, "Комбайн" ЯХПК ертỹçи Г.Федоров, Аслă Пăла Тимешри Ю.Клементьев, Ю.Иванов, В.Портнов, А.Михайловский, Л.Курицын тата ытти предпринимательсем спонсор пулăшăвĕ пачĕç. Ăмăртăва йĕркелекенсем вĕсене чĕререн тав тăваççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: ăмăрту участникĕсене район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый саламлать.