Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçасăрлăх палăкĕсем

30 июня 2010 г.

Хуçасăрлăх палăкĕсем Виçĕм кун район администрацийĕнче район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Районта халăх хуçалăхĕн, культурăпа социаллă пурнăç объекчĕсене йĕркеллĕ тытса тăрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку тĕлĕшпе районта йĕркеленĕ ушкăн вĕсене тĕрĕслесех тăрать. Нумаях пулмасть вăл ялсенче пулнă, маларах асăрханă çитменлĕхсене мĕнле пĕтернине тĕрĕсленĕ, вĕсене ỹкерсе илнĕ. Канашлура сăн ỹкерчĕксене видеопроекторпа кăтартрĕç. Маларах Шуршу ялĕнче тараса юхăннине, Аслă Таяпара трансформатор валли кирпĕчрен тунă çурт ишĕлсе ларнине, ытти çитменлĕхсене асăрханăччĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕ вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе хăш-пĕр ĕçсем туса ирттернĕ. Тарасана юсанă, тăррине витнĕ, трансформатор çуртне пăснă. Анчах Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн объекчĕсене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе нимĕн те туман. Арккăллă пысăк склад çав-çавах тискеррĕн курăнса ларать, тăрринчи хĕç тимĕре вырăнĕ-вырăнĕпе çил-тăвăл аркатнă, шыв башни патне пыма çук, тимĕр-бетон плитасем йĕркесĕр выртаççĕ, йĕри-тавра сетка тытман. Автовиçе юписем тайăлнă, тырă сортлакан машинăн кăшкарĕ усăсăр ларать, унта та кунта тимĕр оборудованийĕсем куç тĕлне пулаççĕ. Вĕсене йĕркене кĕртме укçа-тенкĕ те нумай кирлĕ мар, усă курман тимĕр оборудованийĕсене тиесе ăсатса укçа тусан асăрханă çитменлĕхсене пĕтерме, объектсене юсама та май пур. Шел, хуçа çук. Çĕнĕ Пăвара та хăш-пĕр объектсем юхăнни çинчен маларах хаçатра çырнăччĕ. Тĕрĕслев хыççăн кунта та çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе ĕçленĕ. Акă, шкул çумĕнчи уçă трансформатора тимĕр-бетон блоксем çине вырнаçтарнă, сыхлав корпусĕпе витнĕ. Хуçалăхсем хушшинчи строительство организацийĕ панкрута тухнă хыççăн унăн хуçи çук. Вăл та темиçе çул каяллахи пекех юхăнать. Хỹмесем тайăлнă, уй енчи çурт-йĕр çумĕнчи хăй тĕллĕн шăтса тухса ỹсекен йывăçсем сăнсăрлатаççĕ. Елчĕкри крахмал завочĕ тата хатĕрлев кантурĕ уйрăм предпринимательсен аллинче. Вĕсем те хăйсен пурлăхне йĕркеллĕ тытса тăмаççĕ. Акă, крахмал завочĕн территорийĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тума пуçăннă котельнăй юхăнса ларать. Унран хуçалăхра кирлĕ объект тума та, пăсса материалĕсене урăх тĕллевпе усă курма шутламаççĕ. Кирпĕчрен купаланă шыв башни районта чи çỹлли, чи ватти. Халĕ унпа усă курмаççĕ. Вăхăт иртнĕ май вăл тайăлнă. Хатĕрлев кантурĕн шыв башни те юхăннă. Пĕр-пĕр кун башньăсем ишĕлсе анмасса, инкек кỹмессе кам шантарĕ? Усă курман котельнăйсен трубисем те çак тăрăха сăнсăрлатаççĕ (çỹлти ỹкерчĕкре). Хатĕрлев кантурĕ пулнă территорие темиçе хут асăрхаттарнă хыççăн кăштах тирпейленĕ. Анчах кунти объектсене те йĕркеллĕ тытса тăмаççĕ. Уйрăмах унччен çĕр улми, пахча çимĕç упранă арккăллă склада пăхма хăрушă. Хĕç тимĕр сăрри кайнă, ула-чăла курăнать. Ăна юсамасан çил-тăвăл илсе ывăтасси те инçе мар. Йĕри-тавра ỹсекен йывăç тĕмĕсем кунта хуçа пурри çинчен каламастех (аялти ỹкерчĕкре). Район пуçлăхĕ Н.Миллин асăннă çтименлĕхсене пĕтерме май пуррине, нумай укçа-тенкĕ кирлĕ маррине, вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен ертỹçисем объектсен хуçисенчен çирĕпрех ыйтмаллине палăртрĕ. Çанталăк хальхи пек шăрăх тăнине 1972 çулхи лару-тăрупа та танлаштараймăн. Çавна май выльăх апачĕ хатĕрлес ыйту çивĕч тăрать. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ О.Карсаков пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсем 1760 тонна утă, 2050 тонна сенаж хатĕрленĕ. Çакă питĕ сахал. Анчах виçĕ хуçалăхра утă хатĕрлессине паянхи кун та вĕçлеменнине мĕнпе ăнлантармалла? Явапсăрлăхпа çеç. Капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Кузнецов нумай хваттерлĕ çуртсене газпа хутса ăшăтмалла тăвас ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Комсомольски урамĕнчи 6,8-мĕш çуртсенче çак ĕç вĕçленнĕ. Октябрь, Андреев урамĕсенчи çуртсенче вăл малалла пырать. Хваттерсен хуçисен газпа хутса ăшăтмалла тăвас ĕçре яваплăхне ỹстермеллине палăртрĕ И.Кузнецов. Юлашки вăхăтра республикăра, районта çынсем шыва путса вилнĕ тĕслĕхсем пулнă. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый ачасене шыва путасран сыхлас тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине аса илтерчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика