26 июня 2010 г.
Наркотике тухтăрсем ахальтен мар "шурă вилĕмпе" танлаштараççĕ. Унпа туслашнă çын йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкет. Унăн сывлăхĕ хавшать, ĕçлес е вĕренес пултарулăхĕ чакать. Ачана, çул çитмен çамрăка наркотике иленме тĕрлĕ сăлтав хистет: юлташĕсен витĕмĕ, хăйсене ирĕклĕ, никама пăхăнман пек тытма хăтланни, йывăр ыйтусемпе чăрмавсенчен пăрăнма тăрăшни. Тĕрлĕ препаратпа усă кураканăн шухăш-туйăмĕ тĕрлĕрен. Пĕрисем хăйсене çăмăл, çаврăнăçуллă, вăйлă туяççĕ. Теприсем лăпкă, кирек мĕнле йывăрлăх пирки те манаççĕ. Наркотикпе пĕр-ик хут усă курсанах этем тĕпсĕр авăра лекет, ăна психика тĕлĕшĕнчен парăнать. Енчен те çĕнĕ доза пулмасан наркоман вĕчĕрхенме, тарăхма, урма пуçлать, тимлĕхне çухатать, час ывăнать. Пĕртен-пĕр шухăш _ мĕнле майпа наркотик тупасси. Вăл халĕ кĕлеткипе те, ăс-тăнĕпе те наркотик тыткăнĕнче. Ăна пула шалти органсем, уйрăмах пĕверпе пỹре сиенленеççĕ. Наркомансем пỹрлĕ чирсемпе, тромбозпа, юн тымарĕсен шыççипе, гепатитпа чирлеççĕ, СПИД тата венери чирĕсем ертме пултараççĕ. Наркотик виçине ытлашши ỹстернĕрен пурнăçран уйрăлакансем те сахал мар. Çак усал чиртен сыхланса ашшĕ-амăшне яланах тимлĕ пулма ыйтас килет. Инкек пире пырса тивмĕ тесе лăпланса ларма юрамасть. Ачасемпе наркотик сиенĕ, вăл сывлăха мĕнле витĕм кỹни пирки час-часах калаçмалла, вĕсене наркотик вăйпа сĕнекен çынна хирĕç "çук" тесе хуравлама вĕрентмелле.