Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăса кĕмен

26 июня 2010 г.

34 çулхи Н. Кармалта пурăнакан А.-на хĕненĕшĕн маларах, кăçалхи пуш уйăхĕнче, суд тенкелĕ çине ларнă. Елчĕк районĕнчи 1-мĕш номерлĕ миравай суд ăна тивĕçлĕ айăплав парса йышăну кăларнă. Çапах та Н.-а çакă ăса кĕртеймен ахăр. 2010 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче 20 сехет те 30 минут тĕлĕнче ỹсĕрле вăл каллех А.-па хирĕçỹ пуçарнă. Хĕрарăмран кĕвĕçни харкашăвăн тĕп сăлтавĕ пулнă. Хальхинче Н. А.-на пĕлсе тăрсах вĕлерес тĕллевпе йĕптĕрпе хырăмĕнчен чикнĕ. А.-н тăванĕсем хутшăннăран усал çын преступление вĕçне çитереймен, хĕрарăма вăхăтра медицина пулăшăвĕ пани унăн пурнăçне çăлса хăварнă. Н. тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 105 статйин _ 1, 30 статйин 3 пайĕсемпе килĕшỹллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă. Пĕлсе тăрсах теприн пурнăçне татма хăтланнă Н.-а тивĕçлĕ айăплав кĕтет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика