Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăхăнманнисене тивĕçлипе айăплаççĕ

26 июня 2010 г.

Чăваш Республикинчи айăплава пурнăçлакан управленин Елчĕк районĕнчи уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан инспекци ĕçченĕсем кăçалхи 5 уйăхра тĕрлĕрен профилактика ĕçĕсем туса ирттернĕ, судпа айăпланнисем пурăнакан тата ĕçлекен вырăнсенче пулса тĕрĕслевсем йĕркеленĕ, айăпçăсен çывăх тăванĕсемпе тата ял тăрăхĕсен ертỹçисемпе курнăçнă. Çакăн евĕр тĕрĕслевсен тĕп тĕллевĕ _ судпа условлă майпа айăпланнă граждансене тỹрĕ çул çине тăратма пулăшасси, преступлени çулĕ çине тепĕр хут тăрасран асăрхаттарасси. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă паллă пулчĕ: судпа айăпланнисен хушшинче йĕркене пăхăнманнисем те пур-ха. Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан, маларах та судпа айăпланнă Ираида Кондратьевăна (Комсомольски районĕнче çуралса ỹснĕ вăл), Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 157 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн, 2010 çулхи нарăс уйăхĕнче Елчĕк район сучĕ 6 уйăх ĕçлесе юсанмалла тесе йышăну кăларнăччĕ. Айăплав хыççăн Елчĕкри "Стройэнергосервис" ОООна ĕçлеме вырнаçма пулăшнă пулсан та хĕрарăм шанăçа тỹрре кăлармарĕ. Хăйне ĕç вырăнĕнче малтанхи кунсенчех йĕркесĕр тытрĕ. Ĕçрен никамран ыйтмасăр вăхăтсăр пăрахса кайнă, ĕç вырăнĕнче темиçе хут та эрех-сăрапа иртĕхнĕ, ỹсĕр пулнă тĕслĕхсем пулчĕç. Çакăншăн ăна пуçлăх, инспекци ĕçченĕсем темиçе хут асăрхаттарнă пулсан та вăл хăйĕн айăпне туйса илсе тỹрленес çул çине тăма шутламарĕ. Ираида Кондратьеван ĕçне суд кăçалхи çу уйăхĕнче тепĕр хут пăхса тухрĕ, ирĕкрен хăтарса ĕçлесе юсанмалли колоние яма йышăнчĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхра районта çакăн евĕр икĕ тĕслĕх пулчĕ. Йăнăшĕсене вăхăтра ăнланса илсе тỹрĕ çул çине тăракансем те çук мар. 7 айăпçăна хăйсене тивĕçлĕ тытнăшăн уголовнăй айăплавран срокчен хăтарнă. Çак çăмăлах мар ĕçре пире, уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан инспекци ĕçченĕсене, предприятисемпе организацисен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем пулăшса пыраççĕ. Малашне те пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесе пырасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика