Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици ĕçченĕпе хирĕçнĕ

26 июня 2010 г.

Ку ĕç кăрлач уйăхĕнче пулнă. Пĕр-пĕрне тахçантанпах курман юлташсем хăйсен тĕл пулăвне паллă тума шутланă. Тулта сивĕ пулнăран вĕсем 3 савăт эрехе автомашина салонĕнчех пушатнă. Руль умĕнче ларакан ỹсĕр водительпе пассажира дежурство вăхăтĕнче ял урамĕсене тĕрĕслесе çỹрекен милици сотрудникĕсем курнă, административлă право йĕркине пăснăран кирлĕ мерăсем йышăнас тĕллевпе вĕсем патне пынă. Çапах та çамрăк çынсене йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем асăрхаттарни килĕшмен. Пассажир вырăнĕнче пулнă çамрăк автомашинăран тухса милици сотрудникĕсемпе хирĕçме пуçланă. 3 савăт эрехе обществăлла вырăнта пушатни административлă майпа явап тыттармалли тĕп сăлтав пулнине "пĕлмен" ахăр хăна. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем саккунла ыйтнине пăхăнасшăн пулман вăл, милици сотрудникне сăмсинчен чăмăрĕпе çапнă. Çавна май милици сотрудникĕн пуç мими кисреннĕ, сăмсан шăммисем хуçăлнă. Малтанлăх следстви вăхăтĕнче те, судра та çамрăк çын хăйĕн айăпне йышăннă, судра ĕçе кĕскетнĕ процедурăпа пăхса тухма ыйтнă. Район сучĕ должность ти- вĕçĕсене пурнăçлакан власть представителĕн пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă çамрăка Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 318 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн айăплă тесе йышăннă, 5 çула (тĕрĕслев вăхăчĕ _ 4 çул) условлă майпа айăпланă. Айăплав тăратнă чух суд çамрăк çын айăпне тĕпĕпех йышăннине, тунă ĕçшĕн ỹкĕннине, 2-мĕш ушкăнри инвалид амăшне пăхса пурăннине, пурлăх тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кỹнĕ сиене хăй ирĕкĕпе саплаштарнине шута илнĕ, инкек тỹснĕ çын хăйне шар кăтартакана çирĕп айăплав пама хистеменнине те тĕпе хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика