26 июня 2010 г.
Ял хуçалăх культурисене чир-чĕртен, çум курăкран хỹтĕлесе тĕрлĕрен препаратсемпе тивĕçтерессипе ятарласа ĕçлекен "Сингента" ОООн республикăри филиалĕ пирĕн районта семинар-канашлу йĕркелесе ирттернĕ. "Сингента" ООО сĕнекен препаратсемпе туллин усă куракан, çавна май ял хуçалăх культурисенчен çулсерен пысăк тухăç илекен Комсомольски, Патăрьел, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Етĕрне тата Елчĕк районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер (хресчен) хуçалă-хĕсен ертỹçисемпе агрономĕсем Курнавăшри "Цветковсем" хресчен (фермер) хуçалăхне тата "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирмăна çитсе курнă, вĕсенче хими препарачĕсемпе усă курса ял хуçалăх культурисене чир-чĕртен, çум курăкран хỹтĕлес ĕç опычĕпе паллашнă. Пухăннисен умĕнче "Сингента" ОООн республикăри филиалĕн менеджерĕ Г.Тихонов, Елчĕк район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи О.Карсаков, Ю.Цветков фермер тухса калаçнă. "Цветковсем" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, тулă лаптăкĕсем çинче çум курăксене пĕтерес тĕллевпе "Сингентăн" 4 тĕрлĕ препарачĕпе (Гезегард, Фюзелад, Форте, Линтур) усă курнă. Çакăн усси куç умĕнче: анасем таса, çум курăксăр лаптăксенчи калчасем шăрăх çанталăкра та лайăх аталанаççĕ. "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирма семинар-канашлăва хутшăннисене çĕр улми уйĕсене кăтартнă. "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирма лартма хатĕрлекен çĕр улми вăрлăхне "Сингента" ООО регионри представительстви урлă Мускаври Лорх ячĕллĕ наукăпа тĕпчев институтĕнче ятарласа тĕрĕслеттерет. Çĕр улми чирне тупса палăртнă хыççăн тин мĕнле препаратсемпе усă курмаллине палăртаççĕ. Çум курăксене тата колорадо нăррисене хирĕç кĕрешсе кунта вăрлăха акас умĕн АктараÇМаксим препаратсемпе им-çамлаççĕ. Ĕçлĕ ушкăн препаратсемпе усă курса акнă кĕрхи тулă лаптăкĕсенче те пулса курнă. Семинар-канашлăва хутшăннисем вырăнсене тухса пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни вырăнлă тата кирлĕ пулнине палăртнă.