26 июня 2010 г.
Кăçал А.П.Чехов çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Антон Павлович Чехова эпир пурте çыравçă, драматург, врач пулнипе пĕлетпĕр. Анчах та ун биографийĕнче тепĕр кăсăк факт та пур _ вăл халăх çыравне активлă хутшăннă. 1890 çулта Антон Чехов, хăй чахоткăпа чирленине пăхмасăрах, пĕтĕм Раççей витĕр çул çỹреве тухать. Сахалин утравĕнчи пурнăçпа, çынсемпе лайăх паллашас тĕллевпе халăх çыравне ирттерме хутшăнать. Чăннипех урлă та, тăрăх та тĕпчет вăл утрава. Тĕрмесенчи, ялсемпе саласенче пурăнакан çынсемпе калаçать, вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашать. Вăл туса ирттернĕ ĕçе 10 пин статистика карточки тата хресченсемпе каторгăна янă çынсен пурнăçне сăнласа панă материалсем çирĕплетеççĕ. Çак карточкăсем вырăнти халăх ытла та чухăн пурăннине тата хут пĕлменнине кăтартса панă. 2010 çулхи çырав хыççăн çак 120 çул хушшинче Сахалинра мĕн тери улшăнусем пулнине пĕлме пулать. Тĕслĕхрен, 1890 çулти А.П.Чехов çыравĕ вăхăтĕнче утравра 28113 çын пурăннă, вĕсенчен 7641-шĕ анчах _ хĕрарăм. 1 пин арçынна 372 хĕрарăм тивнĕ. Хут пĕлменлĕх калама çук пысăк пулнă. Çакăн пек çырнă çул çỹреври тапхăр çинчен каярахпа Антон Павлович: "Калас пулать, кунти халăха веçех шута илме чăтăмлăх çитертĕм. Эпĕ пур ял тăрăхне те çỹрерĕм, пур çурта та кĕрсе пуринпе те калаçрăм, çырав вăхăтĕнче карточка системипе усă куртăм, пурĕ 10 пине яхăн çынна çырса та илтĕм ĕнтĕ. Урăхла каласан, утравра манпа калаçман пĕр каторжнăй та, поселенец та çук. Уйрăмах манăн ачасен çыравĕ ăнăçлă иртрĕ, шанчăк çуратрĕ". Çырав результачĕсемпе усă курса А.П.Чехов "Сахалин утравĕ" кĕнеке кăларать. Утраври халăх каласа панă историсем, переписчикăн ĕç-хĕлне çутатни те _ кĕнекере. Çак кĕнеке тухнă хыççăн влаçсем ссылкăри тата каторгăри халăхăн йывăр пурнăçĕпе тинех тивĕçлипе кăсăкланма тытăннă. Сахалинри çул çỹрев хыççăн та Чехов хăйĕн переписчик ĕçне вĕçлемен-ха. 1897 çулта Раççей империйĕн пĕрремĕш çыравĕ иртнĕ, унта вăл инструктор-контролер пулса Мускав кĕпĕрнинчи Серпухов уесĕнчи 15 переписчика вĕрентсе, ертсе пынă, "1897 çулхи пĕрремĕш халăх çыравĕнчи ĕçсемшĕн" медале тивĕçнĕ. А.П.Чехов ĕç-хĕлĕ 2010 çулта юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен çырава хутшăнакан переписчиксемшĕн чăннипех те тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла.