Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 170 çул тултарчĕ тăван шкул

26 июня 2010 г.

170 çул тултарчĕ тăван шкул Юлашки тапхăрта шкул ертỹçисем пулса Геннадий Иванович Хрисанов, 1993-1999 çулсенче Галина Пантелеймоновна Теренина, 1999-2001 çулсенче Ольга Ивановна Петрова, 1981-1986 çулсенче, 2001 çултан директор пулса Валерий Пантелеймонович Яковлев ĕçлет. Шкул пурнăçĕнче вĕрентỹпе воспитани ĕçне çирĕп йĕркелесе пыни кирлĕ. Çак кăткăс та пархатарлă ĕçе тăван шкулта нумай çул Иван Ксенофонтович Ксенофонтов, Клавдия Всеволодовна Тимофеева, Николай Петрович Сугутский, Ольга Ивановна Петрова, Галина Пантелеймоновна Теренина, Римма Георгиевна Самсонова учитель-педагогсем йĕркелесе пычĕç. Халĕ ку ĕçе Вера Васильевна Павлова ертсе пырать. Шкул тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе пырассинче Геннадий Иванович Хрисанов, Валерий Пантелеймонович Яковлев, Татьяна Дмитриевна Воронина, Марина Аркадьевна Меметова ырă ят çĕнсе илчĕç. Шкулта нумай çул хушши техслужащи пулса ĕçленĕ Таисия Князева, Лидия Морозова, Олимпиада Никитина, Федосия Ассекретова, Зинаида Меметова, Калисия Сорокина, Лидия Теренина, çавăн пекех Константин Ефимович Абдулкин завхоз ячĕсем шкул историне ырă ятпа кĕрсе юлнă. Вĕрентỹ ĕçĕ çăмăл мар _ ăна пăтпа та, метрпа та виçме çук. Педагог ĕçне вĕрентсе кăларнă ачасем хак параççĕ. Мĕнех, паянхи кун пирĕн мухтанмалли те нумай. Çак 170 çулта шкул сакки витĕр нумай çамрăк аслă çул çине тăнă, вĕсен пурнăçăн тĕллевне тупса паллă çынсем пулса тăнă. Выпускниксенчен нумайăшĕ _ тĕрлĕ енлĕ паллă çынсем. Акă, Иван Никитин Хусанти ветеринари институчĕн профессорĕ, ветеринари наукисен докторĕ, академик; В.П.Владимиров Хусанти ял хуçалăх институтĕнче ĕçлет; Х.Хайруллин Новосибирск хулинчи суту-илỹ институчĕн преподавателĕ; Н.А.Иванов Мускаври физикăпа техника институчĕн доценчĕ; Н.И.Васильев медицина институчĕн преподавателĕ, В.Д.Семенов Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, медицина наукисен докторĕ. Наукăсен кандидачĕсем: А.П.Байдуганов, И.С.Гаязов, С.И.Ксенофонтов, З.К.Евдокимов, Ю.А.Канжелев. Паллă врачсем: С.А.Дмитриева, Н.В.Дмитриева, Н.В.Дмитриев, В.И.Иголкин, А.П.Пирожков, А.И.Дмитриев (Мижеров), Т.Н.Мижерова, А.П.Яландаев. Çар çыннисем: А.П.Андреев, Г.В.Васильев, П.Д.Дмитриев, В.А.Ефимов, В.Д.Сметанин, Ю.К.Князев, Л.А.Краснов, А.Я.Яковлев, П.М.Байдуганов, Н.Ф.Спиридонов, И.П.Николаев, В.А.Кириллов, Ю.Г.Воробьев, А.В.Николаев. Çавăн пекех пирĕн шкултан вĕренсе тухнисен хушшинче журналистсем, писательсемпе поэтсем, юристсемпе адвокатсем, скульптор, артистсем, художниксем, тава тивĕçлĕ врачсемпе учительсем, ял хуçалăх ĕçченĕсем вуншарăн шутланаççĕ. А.В.Сайкин генерал-майорпа эпир чăннипех те мухтанатпăр. Шкулта физкультурăпа спорт лайăх аталаннă. Ахальтен мар пулĕ пирĕн шкулта вĕреннĕ яшсемпе хĕрсем спортра пысăк çи-тĕнỹсем тăваççĕ. Спорт мастерĕсем, кандидачĕсем чылай. Акă, кире пуканĕ йăтассипе Ю.А.Попов, А.Н.Мустаев, В.Г.Воробьев, çăмăл атлетикăпа Н.И.Анисимов, А.П.Ефимов, М.А.Андреев, полиатлонпа О.В.Пешкумов, ГТО енĕпе И.А.Самсонов, велосипедпа Л.В.Дмитриева, С.Н.Тунгулов палăрнă. Шкулти хоккей, футбол командисем тĕрлĕ çулсенче республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă. Юлашки çулсенче шкулти вĕрентекенсен йышĕ чылай çамрăкланчĕ. Тĕпрен илсен, халĕ шкулта хĕрарăм учительсем ĕçлеççĕ. Кашни çул коллектива çамрăксем хутшăнни савăнтарать. Иртнĕ вăхăтра ĕçленĕ учительсен ячĕсене те пĕрре те манмастпăр. Вĕсенчен чылайăшĕн ĕç-хĕлне патшалăх та тивĕçлипе хакланă. Халăха вĕрентессинче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Осип Михайлович Ятманов РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, Григорий Тимофеевич Дмитриев Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Оделия Сергеевна Николаева, Клавдия Всеволодовна Тимофеева "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ятсене, А.В.Васильева, Г.Т.Дмитриев, И.К.Ксенофонтов "Ĕçри хастарлăхшăн" медальсене тивĕçнĕ. Нумай çул кĕçĕн классенче ачасене вĕрентнĕ Ольга Марковна Маркова, Мария Васильевна Иванова, София Павловна Евдокимова, Иван Дмитриевич Мижеров, çавăн пекех Оделия Сергеевна Николаева, Евгения Гавриловна Захарова, Петр Николаевич Никитин, Петр Васильевич Сидоров, Лидия Тимофеевна Петрова, Николай Петрович Сугутский кашни вĕренекенĕн чунĕнче тарăн йĕр хăварнă. Пирĕн шкулта вĕреннĕ, каярахпа ĕçленĕ Василий Федорович Михеевăн, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕн, паттăр партизанăн сăнарĕ кашни шкул ачишĕн тĕслĕх пулса тăрать. Шкулта вĕреннĕ ачасем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлеççĕ. Унта та вĕсем хăйсене лайăх енчен анчах кăтартаççĕ. Вĕсемпе эпир мухтанатпăр. Шкул выпускникĕсенчен чылайăшĕ Раççейĕн, Чăваш Республикин, кỹршĕллĕ Тутарстанăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. 38 çын тĕрлĕ лауреатсем пулса тăнă. Учитель _ ял тĕрекĕ. Вĕсем обществăлла ĕçе анлăн хутшăнаççĕ, халăха тĕнчери лару-тăрупа паллаштараççĕ. Пирĕн шкул Олимп вăййисен бронза призерĕн, тĕнче класлă спорт мастерĕн, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн Владимир Васильевич Андреевăн ячĕпе хисепленсе тăрать. Çакă пире татах та тăрăшса ĕçлеме хистет. Пирĕн хушăмăрта хăйсен ĕçĕпе хисепе тивĕçнисем йышлă. Валерий Пантелеймонович Яковлев _ Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2002 ç.), Чăваш Республикин халăх вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2009 ç.), аслă категориллĕ учитель-ертỹçĕ. Галина Пантелеймоновна Теренина "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", Римма Георгиевна Самсонова, Петр Алексеевич Попов "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăсене илнĕ. Ираида Николаевна Павлован вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Юлашки çулсенче шкул коллективĕн ĕçне вĕренекенсем район, республика, федераци шайĕсенче ирттерекен тĕрлĕ олимпиадăна, конкурссене хутшăннипе хаклаççĕ. Ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ, грамотăсем, дипломсем çĕнсе илеççĕ. Ку енĕпе 10-мĕш класра вĕренекен Алексей Павлова асăнас килет. Вăл биологи, экологи предмечĕсемпе районти олимпиадăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Биологи предмечĕпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнса Раççейри олимпиадăран та призпа килчĕ. Шкул ĕçне туллин хакланă, ачасен пĕлĕвне палăртнă чухне ачасем шкула ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе пĕтерни тата аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕни кăтартса парать. Паянхи кун тĕлне пирĕн 34 вĕренекен тĕрлĕ медале, çав шутран 10 ача ылтăн медаль илме тивĕç пулнă. Пуçласа çак ылтăн медале Николай Ятманов тивĕçнĕ (1944 çулта), 1959 çулта Николай Мустаев, 1960 çулта Виталий Денисов, 1966 çулта Валентина Дмитриева, Владимир Ксенофонтов, 1983 çулта Светлана Князева тата ыттисем. 2008-2009 вĕренỹ çулĕ питех те паллă пулчĕ. Çак çул 7 вĕренекен медаль илме тивĕçрĕç. Шкул коллективĕ, учительсем яланах малалла талпăнаççĕ, мĕн пĕлнине тĕпе хурса, ĕçленине шыраса тупса куллен ачасен тавра курăмне анлăлатас тесе тăрăшаççĕ. Шкул юлашки тапхăрта тивĕçтерекен вĕрентỹ стандартне тĕпе хурса, пурнăç кăларса тăратакан ыйтусене çĕнтерсе пыма тăрăшать, çак ĕç пĕтĕм коллектив умри тивĕçсене тĕрĕс ăнланнипе пулса пырать. Кĕçĕн классенче ĕçлекен учительсем _ Светлана Петровна Васильева, Светлана Аликовна Арефьева, Любовь Николаевна Петрова, Елена Дмитриевна Николаева нумай çул ĕçлесе опыт пухнă. Хăйсен ĕçне тĕплĕн туса пыраççĕ. Ача садĕнче тăрăшакан Галина Дмитриевна Михеева, Татьяна Александровна Салмина, Надежда Владимировна Петроградская çамрăк ăрăва пĕлỹ тĕнчине кĕме пĕрремĕш утăмсем тума пулăшаççĕ. Паян тĕнче компьютер чĕлхине алла илнĕ саманара ют çĕр-шывсен чĕлхисен, уйрăмах акăлчан чĕлхин пĕлтерĕшĕ кунпа мар, сехетпе ỹссе пырать. Ирина Ивановна Чернова, Вера Васильевна Павлова канма пĕлмесĕр вĕренекенсене акăлчан чĕлхипе компьютер вăрттăнлăхĕсене çĕнсе илме куллен пулăшса пыраççĕ. Чăваш, вырăс чĕлхисен, литературин вăрттăнлăхне алла илме Татьяна Дмитриевна Воронина, Наталья Петровна Абдулкина, Альбина Николаевна Теренина ырми-канми тăрăшаççĕ. Ираида Николаевна Павловăпа Людмила Германовна Князева химипе биологи тата физика наукисен никĕсне, çут çанталăкри пулăмсене тĕрĕс ăнланма пулăшаççĕ. Сания Сафиулловна Ахметова, Валерий Васильевич Петров çĕр чăмăрĕн тытăмне, обществăра пулса иртекен пулăмсене тĕрĕс шĕкĕлчеме куллен хăнăхтараççĕ. Ачасем пуçласа уравнени, интеграл, тăваткал тата математикăри ытти ăнлавсене Галина Пантелеймоновна Теренинăпа Римма Георгиевна Самсонова урокĕсенче илеççĕ. Ачасем сывлăхлă, тĕреклĕ пулччăр тесе Петр Алексеевич Попов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, тăрăшать. Йывăçран, хĕç тимĕртен, пусма тавартан япаласем хатĕрлеме вĕрентес ĕçе Петр Аркадьевич Теренинпа Марина Аркадьевна Меметова тахçанах хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ. Мĕнле пултăр-ха ача-пăча тĕнчи кĕвĕ-çемĕсĕр? Ку ĕçе нумай çул Николай Павлович Мустаев йĕркелесе пырать. Шкулта ĕçлекен ытти çынсем те яланах ырă ята тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика