26 июня 2010 г.
Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта районшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ. Елчĕк районĕн бюджетне 2010 çулхи пĕрремĕш кварталта пурнăçлани çинчен депутатсене район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова паллаштарчĕ. Район бюджечĕн тупăшсен пайĕ 49,3 миллион тен-кĕпе, çав шутра налуксемпе налуксен шутне кĕмен тỹлевсем 8,4 миллион тенкĕпе, республика бюджетĕнчен тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 38,3 миллион тенкĕпе, предпринимательлĕх тата ытти ĕç-хĕлтен пырса кĕнĕ тупăш 2,6 миллион тенкĕпе танлашнă. Район бюджечĕн тăкакĕсем 47,8 миллион тенкĕлĕх. Укçа-тенке районăн тĕрлĕ сферисене тытса тăма, аталантарма уйăрнă. Депутатсем район бюджетне кăçалхи пĕрремĕш кварталта пурнăçлани çинчен палăртакан отчета шута илчĕç. Малалла шăвакан пурнăç районăн 2010 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртме хистет. Район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова депутатсен умне çак ыйтупа тухрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, районăн улшăннă çулталăкри бюджечĕ тупăшсем енĕпе 236,7 миллион тенкĕпе, тăкаксем енĕпе 243,5 миллион тенкĕпе танлашмалла. Çамрăк çемьесене, ялта пурăнакан тата ĕçлекен çынсемпе çамрăк специалист-сене çурт-йĕрпе тивĕçтерме, ялсенчи социаллă пурнăçпа культура объекчĕсене тĕпрен юсама каякан тăкаксем пысăкланаççĕ. Депутатсем районăн 2010 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Раççей Федерацийĕн 2003 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнчи 131-ФЗ номерлĕ "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" Саккунĕпе, Елчĕк ял тăрăхĕн Депутатсен пухăвĕн 2010 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 3Ỹ3-с номерлĕ "Елчĕк районĕнчи Елчĕк ял тăрăхĕн харпăрлăхĕнчи пурлăха Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн муниципалитет харпăрлăхне парасси çинчен" йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн депутатсем Елчĕкри 2 котельнăя, ММПП ЖКХ çинче тăракан материалсен склачĕн, гаражăн, администрацин çурчĕсене, хурал будкине районăн муниципалитет харпăрлăхне йышăнчĕç. Ларура район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи И.Кузнецов депутатсене районта энергине перекетлессипе тата энергетика эффективлăхне ỹстерессипе муниципалитетăн 2010-2015 çулсенчи 2020 çулчченхи тапхăрти программин проекчĕпе паллаштарчĕ. Унпа килĕшỹллĕн, районта 5 çул хушшинче энергипе тĕллевлĕн усă курмалла, пĕтĕмĕшле тăкаксене 15 процент чакармалла, кашни объектăн (çуртăн) энергетика паспортне хатĕрлемелле, газпа, электроэнергипе, шывпа мĕнле усă курнине шута илекен приборсем вырнаçтармалла тата ытти мероприятисене пурнăçламалла. Урăхла каласан, кашни çын, çемье, ертỹçĕ перекетлĕх пирки шухăшламалла. Çакна тухса калаçакансем _ район пуçлăхĕ Н.Миллин, Г.Федоров депутат уйрăммăн палăртрĕç. Депутатсем программăна йышăнчĕç. Çĕнĕлĕхсем куллен вăй илеççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи О.Карсаков районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем умне "Елчĕк районĕнче биотехнологине аталантарасси" программăн проек-чĕпе тухрĕ. Унта 2010-2015 çулсенче районти "Аранчеево" ОООра, "Колос" ЯХПКра, А.В.Петров фермер (хресчен) хуçалăхĕнче биотопливо хатĕрлеме рапс акса çитĕнтересси, "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче биогумус хатĕрлеме вермиферма йĕркелесси, ял хуçалăхĕнче экологи çитĕнĕвĕсене туллинрех усă курасси çине тимлĕх уйăрнă. Çак тĕллевсене пурнăçлама тĕрлĕ шайри бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Депутатсем программăна çирĕплетрĕç. Кăçалхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх депутачĕсен суйлавĕ иртет. Хатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. Ларура районти, ял тăрăхĕсенчи Депутатсен пухăвĕсен депутачĕсене суйламалли пĕр мандатлă суйлав округĕсен схемисене çирĕплетрĕç. Лару вĕçĕнче депутатсем Чăваш Республикин патшалăх наградисене парасси çинчен ыйтса çырнисене пăхса тухрĕç.