26 июня 2010 г.
Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарта, Патăрьелĕнче тата районсенче Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине халалланă Республика кунне уявланă. Çавна май вĕсенче асра юлмалли тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ. "Раççей çăл куçĕсем" Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн фестивалĕ çинчен хамăр çĕр-шывра кăна мар, ют çĕр-шывсенче те пĕлеççĕ. Кăçал вăл 18-мĕш хут иртрĕ. Фестивале Раççейĕн 27 регионĕнчен тата çывăхри 4 ют çĕр-шывран художество пултарулăх коллективĕсем килсе çитнĕ. Вĕсем Наци библиотекинчен пуçласа Хĕрлĕ лапама çити çуран утса аннине хула çыннисемпе уява килнĕ хăнасем курса савăннă. Фестиваль участникĕсене Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров саламланă. Унтан К.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи театрĕн умĕнчи сцена çинче тĕрлĕ халăх представителĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Вĕсен йышĕнче Бельгирен, Голландирен, Белоруç Республикинчен, Болгаринчен, хамăр çĕр-шыври Тутар, Пушкăрт, Карели Республикисенчен тата ытти облаçсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем пулнă. Уява пухăннă çынсем пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшине ăшшăн йышăннă. Концерт программи сĕм çĕрлечченех пынă, фейерверксен фестивалĕпе вĕçленнĕ. Тепĕр кунне "Раççей çăл куçĕсем" Пĕтĕм Раççейри XVIII фестиваль малалла тĕп хулари тĕрлĕ площадкăсенче иртнĕ. Хула çыннисемпе унăн хăнисем тĕрлĕ халăхсен представителĕсен пултарулăхĕпе паллашнă. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Раççей çăл куçĕсем" Пĕтĕм Раççейри фестиваль халăх пултарулăх ăстисен "Çĕнтерỹ салючĕ" гала-концерчĕпе вĕçленнĕ. Унта республика Президенчĕ Николай Федоров хутшăннă. Вăл республикăра пурăнакансемпе унăн хăнисене Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул çитнĕ ятпа саламланă. "Раççей ăстисем" декораци-прикладной искусство ăстисен ĕçĕсен Пĕтĕм Раççейри VIII конкурсĕн çĕнтерỹçисене чысланă. Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн тĕп призне Çĕнĕ Шупашкарти чăваш тĕрĕ ăсти Любовь Вазюкова çĕнсе илнĕ. Çак конкурса Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ 50 ăста хутшăннă. Унта çамрăк участника та палăртнă. Вăл _ пирĕн районти Алена Львова. Алена бисертан хатĕрленĕ художество изделисемпе палăрнă. Республика кунне халалланă мероприятисем Патăрьел районĕнче те иртнĕ. Çак кун Патăрьелсем Н.Федоров Президентпа унăн мăшăрне Светлана Юрьевнăна, А.Гончаров, М.Игнатьев, Г.Чернова, А.Николаев министрсене, гражданла оборона тата синкерлĕ лару-тăрусен ЧР патшалăх комитечĕн ертỹçине В.Петькова, ЧР Президенчĕн канашçине Э.Аблякимова, Раççей Олимп комитечĕн пĕрремĕш вице-президентне И.Казикова, "Россельхозбанк" АУОн правленийĕн ертỹçин пĕрремĕш çумне Б.Листова, "Россельхозбанк" АУОн Чăваш регион филиалĕн ертỹçине И.Письменскаяна, паллă актрисăна, РСФСР тава тивĕçлĕ артисткине Н.Варлея тата ытти паллă çынсене кĕтсе илнĕ. Республика пуçлăхĕ мăшăрĕпе тата Федераци Канашĕн Комитечĕн ертỹçин çумĕпе Л.Лебедевпа Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул территорийĕнче Вĕрентекене халалланă архитектурăпа декораци композицине уçнă çĕре хутшăннă. Композицин авторĕ _ Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн истори пайĕн аслă наука сотрудникĕ Д.Мадуров скульптор. Республика пуçлăхĕ мăшăрĕпе пĕрле Учитель аллейине пĕрремĕш йывăç лартнă. Унтан Н.Федоров Президент Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене М.Маслова, А.Григорьевăна, К.Асеинова, М.Тимербулатова, К.Алимова, Х.Латыпова çĕнĕ хваттерсен уççисене панă. Вĕсемпе калаçу пуçарнă май, республика пуçлăхĕ Патăрьел çĕрĕ çĕнелсе улшăннине палăртнă. Ветерансем республика ертỹçисене тав тунă. Н.Федоровпа И.Казиков, Б.Листов Патăрьелĕнчи стадион-площадкăна уçнă çĕрте пулнă. Çĕнĕ стадионта çуллахи ял спорчĕн республикăри XV вăййисем иртнĕ. Вăл пĕр пине яхăн спорт тусĕсене пухнă. "Стадион сирĕн пурнăçа кăсăклăрах, илемлĕрех тăвасса шанса тăратăп. Кăçал çеç Республика кунĕ умĕн спортăн 4-мĕш сооруженийĕ ĕçе кĕрет", _ палăртнă Президент. Вăл çамрăк спортсменсене ноутбук парнеленĕ, çуллахи ял спорчĕн республикăри XV вăййисенче çĕнтернĕ командăна пама Президентăн кубокне уйăрнă. Спорта, Олимп юхăмне аталантарма вăй-хала шеллеменшĕн И.Казиков Н.Федоров Президента Раççей Олимп комитечĕн дипломне панă. Хăнасем стадион площадкисемпе паллашнă. Кунта футбол площадки, чупу çулĕ, сăнă, йĕтре, диск ывăтмалли секторсем, хоккей площадки, администраци çурчĕ вырнаçнă. Физкультурăпа спорт комплексне тума 2008-2010 çулсенче 39,19 миллион тенкĕ уйăрнă. Патăрьел çĕрĕнче Президент мăшăрĕпе, Л.Лебедевпа тата Б.Листовпа пĕрле "Россельхозбанк" АУОн Чăваш регион филиалĕн хушма офисне уçнă. Н.Федоров палăртнă тăрăх, районти ялсенче пурăнакансен 70 проценчĕ хушма хуçалăха аталантарма кредитсем илнĕ. Вăл федерацин тĕллевлĕ "Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программипе килĕшỹллĕн çурт-йĕр тума Патăрьел районĕнчи "Агрофирма "Югель" ООО водительне И.Иванова, "Ленин ячĕллĕ агрофирма" АУО ĕçченне Н.Павловăна, Комсомольски районĕнчи "Заря" ЯХПК тĕп агрономне С.Филиппова, Елчĕк районĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕн çумне П.Васильева социаллă тỹлев свидетельствисене панă. Çавăн пекех Патăрьелĕнче шывпа тивĕçтерекен тытăма, канализацин тасатакан сооружени-йĕсене хута янă. Хĕвеллĕ уçланкăра Президент "Уй-хир кунĕ _ 2010" республикăри кăтарту _ выставкăра пулнă. Кунта Раççейри 12 регионтан АПК тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, ытти организацисем энергине перекетлекен çĕнĕ йышши 100 ытла техникăна тăратнă. Президент çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме сĕннĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Республика кунне халалласа ирттерекен уяв мероприятийĕсене савăнăçлă уçнă çĕре хутшăннă. Республика пуçлăхĕ ĕçре палăрнисене патшалăх наградисем, района автоклуб, пушар хуралĕн чаçне пушар сỹнтермелли автомашина уйăрнине ĕнентерекен свидетельствăсем панă. Культура мероприятийĕсем те кăсăклă иртнĕ. "Ылтăн сасăсем" уяв концертне Хĕвеллĕ уçланкăра "Раççей çăл куçĕсем" Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XVIII-мĕш фестивальне хутшăнакансем малалла тăснă. Вĕсен йышĕнче Дагестан Республикинчи "Акаро" фольклорпа хореографи коллективĕ, Бельгири "ВЛИР" фольклор ансамблĕ, Тутарстанри "Мослим тогайляры" халăх фольклор ансамблĕ, Пенза облаçĕнчи "Каблучок" халăх хореографи ансамблĕ, Воронеж облаçĕнчи "Багатица" халăх ансамблĕ, Самар облаçĕнчи "Радуга" халăх хореографи ансамблĕ, Болгарири Янка Рупкина юрăç. Спорт программи те пуян. Ипподромри помостсем çинче кире пуканĕ йăтакансем, кĕрешекенсем, çăмăл атлетсем тата ыттисем ăмăртнă. Уявăн тĕп шăнăрĕ _ лашасемпе сĕрен яни, пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксем ăмăртни. Такасемпе лашана чи вăйлисемпе пуçаруллисем çĕнсе илнĕ. Концерт мĕн каçченех тăсăлнă. Фейерверк та уява илем кỹнĕ.