Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Криминаллă хроника

23 июня 2010 г.

Çĕртме уйăхĕн 7_13-мĕшĕсенче район территорийĕнче йĕркене пăхăнманшăн 63 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Çав шутран хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн _ 3, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 6, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн _47 (2 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă), суту-илỹ йĕркине пăснăшăн _ 1, административлă ытти йĕркене пăхăнманшăн 6 çынна айăпланă. Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Аслă Елчĕкри Н. пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче хăйĕн мăшăрне хĕненине регистрациленĕ. Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче 22 сехет те 40 минут тĕлĕнче Çуткỹлти М. П.-н çуртне саккунсăр майпа кĕрсе кил хуçине хĕнесе пĕтернĕ. Асăннă фактсемпе тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Тỹскелте пурăнакан Т. килĕнчен тухса кайнă та таврăнман. Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче "Мир" ЯХПКн малтанхи председателĕ В. должность полномочийĕсемпе иртĕхсе усă курнине регистрациленĕ. Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Яманчỹрелти В. 2009 çулхи чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнче суя документсемпе усă курса "Россельхозбанк" ОАОран килти хушма хуçалăха аталантарма паракан 300 пин тенкĕлĕх кредит илнине палăртнă. Асăннă фактсемпе материалсене ШĔМĕн экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен Комсомольски районĕнчи уйрăмне ярса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика