23 июня 2010 г.
Республикăра, районта паян миçе скутер чупать-ши? Асăннă транспорт хатĕрне регистрацилемелле мар, çавна май ыйтăвăн хуравĕ те çук. Скутерпа çỹреме водитель удостоверенийĕ те кирлĕ мар, çамрăксем те ун çине хаваспах лараççĕ. Çак "теттене" илсе панă хыççăн унпа ярăнакан ачине водитель пулса тăни пирки хыпарлать-ши ашшĕ-амăшĕ? Водителĕн вара çул-йĕр правилисен требованийĕсене пăхăнмалла. Унсăрăн инкек тỹсесси те инçе мар. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра скутерсемпе аварие лекнĕ 38 тĕслĕхе регистрациленĕ, вĕсенче 3 çын вилнĕ, 38-шĕ тĕрлĕ сурансем илнĕ. Çул çинчи инкекрен асăрханас тесен скутерпа çула тухакансен çак правилăсене тĕпе хумалла. Скутер çине 16 çула çитмесĕр лармалла мар. Транспорт юхăмне хирĕç çỹреме юрамасть, çулăн сылтăм хĕррипе пымалла, пуçа ятарлă шлем тăхăнмалла, хăш енне пăрăнассине алăпа кăтартмалла, аслă çулпа пыратăр пулсан та аяккинчи çул çинчен тухакан транспорт хатĕрĕсен тĕлĕшĕпе тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен вĕсем скутера асăрхаса ĕлкĕреймессе те пултараççĕ. Çавăн пекех пысăк машинăсем сиртен иртсе кайнă чух та сыхă пулмалла, вĕсем çĕклекен сывлăш хумĕ скутера ывăтса ярас хăрушлăх пур. Çĕрлехи вăхăтра çутă тумтир тăхăнмалла, транспортăн çутатакан деталĕсене таса тытмалла.