Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сад йĕркене кĕрет

23 июня 2010 г.

Сад йĕркене кĕрет Виçĕ çул каялла Аслă Таяпара пурăнакан Анатолий Павлович Васильев Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн чылай çул хуçасăр пулнă садне арендăна илнĕ. Пасар самани пуçланиччен хуçалăх садĕнче улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, вĕллесем тытнă. Унтан туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсем ял çыннисене те, колхоза та усă панă. Анчах юлашки çулсенче ăна пăхман пирки сад юхăнсах кайнă. Сад лаптăкне йывăç-курăк пусса илнĕ. Çавăнпа Васильевсем 8 гектар йышăнакан сад лаптăкне арендăна пама ыйтсан хуçалăх правленийĕ пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ. Анатолий Павловичпа унăн мăшăрĕн Людмила Витальевнăн пурнăçĕ ялпа çыхăннă. Кил хуçи нумай çул Карл Маркс ячĕллĕ колхозăн тĕп экономисчĕ, профком председателĕ, Аслă Таяпа ял канашĕн председателĕ, сутуçă пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕ те хуçалăхра чылай вăхăт диспетчерта тăрăшнă, унтан магазинта суту-илỹ тунă. Аслă Таяпари Васильевсен несĕлĕсем хурт-хăмăр ĕрчетнипе палăрнă. Вĕсем чылайранпа килти хуçалăхра вĕлле хурчĕсем ĕрчетеççĕ. Çак ĕçе ашшĕ _ Павел Васильевич иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех пуçăннă. Унăн ĕçне ачисем, мăнукĕсем малалла тăсаççĕ. Васильевсем садра утар вырăнне тасатнинчен, хуралтăсене йĕркене кĕртнинчен ĕçе тытăннă. Унтан килĕнчен вĕллесем куçарса килнĕ. Йĕри-тавра сетка тытнă. Ялтан сада çити электричество кĕртнĕ. Садра ĕç питĕ нумай. Çуллахи тапхăрта вăхăт вĕлле хурчĕсене пăхса нумай иртет. Вĕсене тимлĕх уйăрмасан пыл илме çук. Хальлĕхе ĕçчен çемьене вĕлле хурчĕсене пыл пухмалли культурăсем пулманни пăшăрхантарать. Садри пушă выртакан çĕре тасатса чечеклĕ культурăсем акасшăн Анатолий Павлович. Икĕ çулта ачисем пулăшнипе çур гектар çĕре алăпа йывăç-тĕмсенчен тасатса ыраш акса хăварнă. Çак ĕçе малалла тăсса сортлă панулми йывăççисем те лартасшăн. Васильевсен икĕ ывăлĕ те çемьеллĕ. Александр ывăлĕ кунĕпех ашшĕ-амăшĕпе юнашар ĕçлет. Аслă ывăлне, Павел Анатольевича, кĕркунне ялти хуçалăха ертсе пыма шаннă. Унăн хуçалăх ĕçне кỹлĕннĕрен вăхăчĕ сахал. Пушă вăхăт тупăнсан ăна та садра курма пулать. Анатолий Павловичпа Людмила Витальевна пĕтĕм вăхăтне садра ирттереççĕ. Ĕнепе пăрушĕ те кунтах. Вĕсем валли хĕллене утă хатĕрлемелле. Ĕçĕ нумай. _ Кунĕпе уçă сывлăшра ĕçленĕрен ывăннине туймастпăр, _ тет Людмила Витальевна. Куç хăрать те алă тăвать, тенĕ ваттисем. Васильевсем ĕçрен хăрамаççĕ. Малашне те вăй хурса ĕçлесе сад йĕркене кĕрессе шанаççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: А.Васильев утарçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика