19 июня 2010 г.
Тĕреклĕ, сывлăхлă ĕне пултăр тесен пăрăва ултă уйăхран утă-улăм, сĕтеклĕ апат ытларах памалла. Çав вăхăтрах концентрат виçине чакармалла. Ытлашши хăвăрт самăрăлни выльăха йĕркеллĕ аталанма чăрмантарать, унăн сĕчĕ те сахалрах пулать. Пĕтĕлентермелли 16-18 уйăхри пăрăвăн виçи 360-380 килограмм, пăруланă хыççăн 430-480 килограмм пулсан аван. Выльăх çуллахи вăхăтра курăк çинче çỹренĕ тапхăрта лайăх аталанать, вăхăтра пĕтĕленет. Çаран курăкĕ çителĕклĕ пулсан, выльăха кунне 1 килограмм концентрат парсан çитет. 7-12 уйăхри пушмак пăрусене куллен 18-25 килограмран кая мар ешĕл апат кирлĕ. Çулталăкран пуçласа çулталăк çурă тĕлне çак виçе 25-30 килограма çити ỹсет. Пушмак пăрăва таса, ирĕклĕ, çутă çителĕклĕ лекекен, 8-12 градус ăшă витере усрамалла. Хĕллехи вăхăтра выльăха уйрăм çĕрте выртса канма таса улăм çителĕклĕ хурса памалла.