Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт çулĕпе кай та, çу çулĕпе çаврăнса кил

19 июня 2010 г.

Сĕт çулĕпе кай та, çу çулĕпе çаврăнса кил

Çуткỹлĕнчи Аверьяновсем _ ялти хисеплĕ çынсем. Кил хуçи, Михаил Васильевич, нумай çул тăван хуçалăхра тăрăшнă. Хальхи вăхăтра вăл Курнавăш шкулĕ çумĕнчи ача садĕнче хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе пырать. Мăшăрĕ, Елена Витальевна, ача сачĕн заведующийĕ. Аверьяновсем виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçчен те тирпейлĕ, таса та сăпайлă пулма, ваттисене хисеплеме вĕрентсе ỹстереççĕ. Александр ывăлĕ _ çемьере чи асли. Ашшĕпе амăшĕ ачаранах хăйĕнчен тивĕçлипе ыйтнине хăнăхса çитĕннĕскер, пурнăçра та çирĕп çын пулнине тĕслĕхпе çирĕплетсе пачĕ. Вăл чăн-чăн арçынла хăюллă утăм турĕ: Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче технологипе экономика факультетĕнче виççĕмĕш курсра вĕренекен çамрăк аслă шкултан вĕренсе тухичченех хăй ирĕкĕпе салтака кайма шут тытрĕ. Çакăн çинчен пĕлсен малтанласа аш-шĕпе амăшĕ нимĕн калама та аптăраса тăчĕç. _ Çара вăхăтра каймалла, салтак пăттине астивсе курман çынна хисеп те çук,- терĕ ывăлĕ. Михаил Васильевичпа Елена Витальевна та ывăлĕн шухăшĕпе килĕшрĕç. Тепĕр тесен, вĕсем ăна шанаççĕ, вăл тахçанах хăй тĕллĕн йышăнусем тума хăнăхнă. Саша аслă вĕренỹ заведенийĕнче пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Ỹт-пỹ, сывлăх тĕлĕшĕнчен те çирĕп çамрăк, сывă пурнăç йĕркине кăмăллать, спортпа туслă. Çăмăл атлетика енĕпе пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне пурнăçланă. Çуткỹл, Вырăскасси тăрăхĕсенче пурăнакансем авалхи йăласене манманни, аслăрах ỹсĕмри çынсем хăйсем мĕн пĕлнине ыттисене вĕрентсе хăварма тăрăшнине палăртса каламалăх пур, ыттисемшĕн те вĕренмелĕх тĕслĕх пултăр. Салтак ачи ăсатнине авалтан пыракан йăлана пăхăнса йĕркеленĕ вĕсем. Ыран салтака каймалла тенĕ каçхине мĕн пур тăванĕсемпе юлташĕсем Аверьяновсем патне пуçтарăннă. Ăсату каçне пурте кучченеçсемпе пынă, Сашăна ал шăлли, "пехил укçи" панă. "Сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе çаврăнса кил", "Çак укçапа пире валли кучченеç илсе кил. Эпир вара кучченеç çиме килĕпĕр", _ тенĕ. Салтак ачисемпе тăванĕсем ĕçнĕ-çинĕ, ташланă. Салтака каякан Саша хĕрсемпе, тăванĕсемпе, пуринпе те ташласа çаврăннă. Ирхине амăшĕ çул çине апат хатĕрленĕ. Каяс умĕн ывăлĕн мăйĕнчи хĕресĕ пуррипе çуккине тепĕр хут тĕрĕсленĕ. Сĕтел хушшине пăтă çиме ларма чĕннĕ. Салтак ачисем çапла каласа юрланă: "Анне, ларт пăттуна сĕтел çине, Çи-çи, ачам, ой, тесе ан кала. Çи-çи, ачам, тесе каласассăн Кай, кай, ачам, теессĕнех туйăнать." Амăшĕ пехиллесе ывăлне пуçламан çаврака çăкăр тыттарнă. Саша çăкăр сăмсине çĕçĕпе каснă, вăл пиччĕн май ỹкни пĕтĕмпех лайăх пуласса пĕлтерет. Çапла пултăрах. Çăкăра тирпейлĕн турăш умне хунă, хăй салтакран таврăниччен вăл çакăнта тăрĕ. Килĕнчен салтака юлташĕсем йĕркене пăхăнса кутăн май çавăтса илсе тухнă. Юлташĕсемпе хĕрсем, тăванĕсем ăна укăлча хапхи патне ăсатма тухнă. Парнеленĕ ал шăллисене кĕçĕн класра вĕренекен Таня йăмăкне парса хăварнă. Тăванĕсем Сашăна ăсатса ярса каялла киличчен ашшĕпе амăшĕ сĕтел хушшинчен тухман... Сăн ỹкерчĕкре: Александр Аверьянова салтака ăсатаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика