Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла сăнсăрлатаççĕ

19 июня 2010 г.

Яла сăнсăрлатаççĕ Çак кунсенче район администрацийĕн работникĕсенчен йĕркеленĕ ушкăн Çĕнĕ Пăвара ял хăтлăхне, обществăлла çуртсене мĕнле тытса тăнине, тирпей-илем кỹрес енĕпе ĕçленине тĕрĕсленĕ. Ялта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул, культура çурчĕ, ача сачĕпе пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕ, лавккасем пĕр тăрăхра вырнаçнă. Курнавăш ял администрацийĕ, ял çыннисем обществăлла çурт-йĕре юсас, хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Акă, "Промсервис" НПО ЗАО ертỹçи Ю.Титов ялти шкула тĕпрен юсама юлашки çулсенче нумай укçа-тенкĕ уйăрнă. Халĕ вăл хăтлăхĕпе районта чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Ю.Титов пулăшнипе кăçал культура çурчĕпе юнашар вăрçăра вилнисене асăнса çĕнĕ палăк, пĕчĕк часавай уçрĕç. В.Викторов предприниматель укçа-тенкĕпе пулăшнипе ялти кĕпере юсама май килнине те халăх асра тытать. Çапах та ял варринче çак тăрăха сăнсăрлатакан çурт-йĕр ларни, тирпейлĕхе, хăтлăха тытса пыманни туса ирттернĕ ĕçсен пĕлтерĕшне тĕксĕмлетет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче Çĕнĕ Пăвара ача сачĕн, фельдшерпа акушер пункчĕн икшер хутлă çурчĕсене туса лартнă. Рынок саманине кĕрсен ача сачĕ пушă ларчĕ, ĕçе кĕртме ĕлкĕреймен фельдшерпа акушер пункчĕ те юхăнса пырать. Темиçе çул каялла ача сачĕн çурчĕн пĕр пайĕнче ясли-сад, пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕ уçăлчĕç. Вĕсене ĕçе кĕртессишĕн вĕрентỹ тата медицина работникĕсем тăрăшса ĕçлерĕç. Анчах çуртăн пĕр енĕпе усă курмаççĕ, унăн хуçи çук. Çил-тăвăл тăррине витнĕ темиçе шифера ватнă, çавна пулах тăрăрăн шыв анать. Фельдшерпа акушер пункчĕ валли тесе туса лартнă кирпĕч çуртăн та хуçи çук. Вăл вара юхăнса пырать. "Колос" ЯХПК ертỹçисем ăна хуçалăх балансĕ çине илсе пĕр-пĕр тĕллевпе усă курма шантарнине ĕненес килет. Тахçан шкул общежитийĕ пулнă, кăшкарĕ анчах юлнă çурта вара юсама май килместех. Ăна пăсса куç умĕнчен çухатни тĕрĕсрех те пулĕ (çỹлти ỹкерчĕк). Шкул тăрăхĕнче тирпейлĕ, таса. Шел, унпа юнашар вырнаçнă трансформатор, тĕрĕсрех каласан йĕри-тавра тытнă чалăш карта, тавралăха сăнсăрлатать (варринчи ỹкерчĕк). Сăмах май каласан, çакнашкал трансформаторсем районти хăш-пĕр ялсенче тĕл пулаççĕ. Вĕсен йĕри-таврашне йĕркене кĕртме Кăнтăр электричество сечĕн тахçанах вăхăт çитнĕ. Çĕнĕ Пăва, Турхан, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль ялĕсенчи уйрăм хуçалăхсенчи ăпăр-тапăра Елчĕкри коммуналлă хуçалăхăн автомашинипе турттарассине йĕркеленине ырламалла çеç. Уйăхра икĕ хутчен автомашина киличчен ăна пуçтаракан вырăнсем те тунă. Пĕри кĕпер çине кĕриччен, халăх нумай çỹрекен çул çинче вырнаçнă. Вырăнĕ юрăхлă марри пурне те паллă. Михĕсене тултарнă ăпăр-тапăра йыт-качака тустарать (аялти сăн ỹкерчĕкре). Ăпăр-тапăра автомашина килес умĕн çеç кăларса хурсан тавралăх тен, вараланмĕччĕ?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика