19 июня 2010 г.
Шывăн микробиологи, санитарипе хими кăтартăвĕсем япăхсан халăхра вар-хырăм инфекцийĕсем, çав шутра тиф, паратиф, халер, дизентери, А гепатит, амебиаз, вирус варвиттийĕ, дранкулез сарăлма пултараççĕ. Тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх çĕр çинчи инфекци чирĕсен 80 проценчĕ шыв пахалăхĕ тивĕçтерменнипе е санитарипе гигиена нормисене пăснипе аталанать. Ку патогенлă микроорганизмсенчен (вируссем, бактерисем) чылайăшĕ шывра нумай вăхăт упранма тата ĕрчеме пултарнипе çыхăннă. Районта шыв тасалăхĕ тĕлĕшĕпе лару-тăру чаплах теме çук. Юхан шывсемпе пĕвесене Елчĕкри крахмал завочĕн, хатĕрлев кантурĕн территорийĕсенче вырнаçнă автомашина сервисĕн предприятийĕнчен, ытти объектсенчен те тĕрлĕрен каяш юхтарса кăлараççĕ, варалаççĕ. Халăх усă куракан çăлсемпе çăл куçсенчи шыв пахалăхне ятарлă лаборатори программипе килĕшỹллĕн çулталăкра икĕ хутран кая мар тĕрĕслеççĕ. Унсăр пуçне шывпа тивĕçтерекен объекта, оборудование, çывăхри территорие пĕтĕмĕшле тĕрĕслесе тăрасси те çак йĕркепех пулмалла. Çăлсемпе çăл куçсене çулталăкра пĕр хутран кая мар тасатмалла. Çăлсемпе çăл куçсенчи шывпа усă куракансен мĕн пĕлмелле? Çăл куç шывĕ хăй тĕллĕн тасалса тăнă май пахалăхне упраса хăварнине пĕлетпĕр: ăна хлорпа тасатмаççĕ, озон хушмаççĕ, урăх физика-хими витĕмĕ кỹмеççĕ, вăл кислородпа пуян. Анчах лайăх тĕрĕсленĕ çăл куçсенчен, таса шыва кăна ĕçме юрать. Тата ăна килте савăтра пĕр эрнерен ытла упрамалла мар, ытларах тăрсан вăл пахалăхне çухатать.