Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра ĕлкĕрмелле

16 июня 2010 г.

Яваплă тапхăр _ утă çи вăхăчĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене районта чи малтан "Прогресс", "Комбайн", "Победа" ял хуçалăх предприятийĕсем çулма тухрĕç. Малти _ малах. Вĕсем уяр кунсем тăнипе усă курса палăртнă лаптăксенчи курăка çулма анчах мар, кĕске вăхăтра пухса кĕртме те ĕлкĕрчĕç. Çапла майпа "Победа" ОООра 150 гектар лаптăкран кăçалхи типĕ çанталăк условийĕнче те 300 тонна яхăн пахалăхлă утă хывса хăварма пултарчĕç. Акционерсен "Прогресс" обществинче те ĕçе тухăçлă йĕркелесе пычĕç. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче утăлăх уйăрнă лаптăк тата ытларах _ 300 гектар. Пĕрремĕш хут çулнă нумай çул ỹсекен курăксене кунта кашни çулхи пекех вăхăтлă пухса кĕртрĕç. "Рассвет", "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхра та ĕç кал-кал пулса пычĕ. Анчах пурин пирки те çапла калаймăн. К. Маркс ячĕллĕ, "Марс" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, "Аранчеево" ОООра утă çулма çак эрне пуçламăшĕнче анчах тухнă. Ĕçе мĕншĕн кая юлса пуçăннă? Пĕтĕм сăлтавĕ утă пухса кĕртекен техникăна вăхăтра юсаса хатĕррисен ретне лартайманнинче тата вĕсене ĕçлеттерме механизаторсем тупса çирĕплетейменнинче. Нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен пахалăхлă утă хатĕрлесе хăварасси паянхи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Кăçал çуркунне типĕ те ăшă тăнине пула нумай çул ỹсекен курăксем лайăх ỹссе çитĕнеймерĕç пулин те, вĕсене иртнĕ çулхисенчен маларах çулма тухмалла пулчĕ. "Прогресс", "Победа", "Комбайн", "Рассвет", "Сатурн", "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕсенче çакна ăнланса пысăк ĕçе шăпах вăхăтлă пикенчĕç. Çапла майпа вĕсем уяр çанталăкпа усă курса пахалăхлă утă хывса хăварма пултарчĕç. Кая юлса çулакан курăкăн тунисем хытаççĕ, унран хатĕрленĕ утă пахалăхĕ те япăх пулать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма пурĕ 5800 тонна пахалăхлă утă хатĕрлесе хăвармалла пулсан хальхи вăхăтра нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен 780 тонна утă анчах хатĕрленĕ-ха. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама кăçал çăмăл пулмасси каламасăрах паллă. Типĕ çанталăк тăнине пула кĕркуннехи вăхăтра (çурла, авăн уйăхĕсенче) выльăхсене тăрантарма апат çителĕксĕр пулас хăрушлăх та пысăк. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков çакна шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсенче май пур таран лаптăксенче рапс акса хăварма кирлине палăртать. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тата акционерсен "Прогресс" обществинче иртнĕ çулсенченех рапс çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçал выльăхсене апатпа тивĕçтерессинче йывăрлăхсем пуласса пĕлсех 174 гектар çинче кукуруза та акса хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика