16 июня 2010 г.
Çу пуçланнăранпах çанталăк типĕ тăрать. Çитменнине юлашки вăхăтри шăрăх кунсем те ỹсен-тăрана лайăх ỹссе çитĕнме чăрмантараççĕ. Çапах та районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем утă çулма иртнĕ çулхинчен кая юлмасăр тухрĕç. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче утă хатĕрлес ĕçе иртнĕ эрнере пуçăннă. Тỹскел бригадинче 35 гектар нумай çул ỹсекен курăксене чи малтан çулса пăрахнă. Виççĕмĕш кунне ăна пуçтарма та тухнă. Шăрăх та типĕ çанталăка пула утă хăвăрт типет. Паккусра ытлашши вырттарсан вăл пуçтарнă чухне ванма, тăкăнма тытăнать. "Прогрессем" утă ытлашши типсе каясран асăрхасах тăраççĕ, вăхăтра пуçтарма тухаççĕ. Бригадăн курăк лаптă-кĕнче эпир пынă кун тĕрлĕ техника ĕçлетчĕ. А.Максимов механизатор çулса пăрахнă курăка тавăрса пырать. Ун хыççăнах А.Шашковпа А.Петров механизаторсем пресс-подборщиксемпе типнĕ утта пуçтарса рулонсем тăваççĕ. В.Мисяков механизатор погрузчикпа рулонсене автомашинăсем çине тиет. С.Муллинпа Н.Романов водительсем рулонсене Елчĕкри ĕне фермин утă упрамалли ятарлă складне турттараççĕ. "Прогресс" хуçалăх çулсеренех нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулса утă хатĕрлет, иккĕмĕшĕнчен _ сенаж. Хĕрỹ вăхăтра хуçалăх ертỹçине П.Скворцова, тĕрлĕ сыпăкри специалистсене уйра курма пулать. Утă хатĕрлес ĕç мĕнле пыни çинчен акционерсен хупă обществин тĕп агрономĕ С.Разумов паллаштарчĕ. _ Тỹскел бригадинчи утта паян пуçтарса кĕртетпĕр. Унтан ытти бригадăсене куçатпăр. Чи пысăк лаптăк Патреккел бригадинче. Утă хатĕрлес ĕçе вырсарни кунччен хуçалăхĕпех вĕçлетпĕр, _ тет вăл. Хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ 960 гектар йышăнать. Çав шутран 400 гектарне утă валли уйăрнă, ыттисенчен сенаж хатĕрлеççĕ, çуллахи лагерьти ĕнесене çулса çитереççĕ. Кунсăр пуçне пĕр çул ỹсекен курăксене 1092 гектар çинче акса хăварнă. Вăл пулса çитсен унран сенаж хываççĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществи выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç çине мĕн ĕлĕкренех пысăк тимлĕх уйăрать. Курăксене çулмалли, утă, сенаж хатĕрлемелли ятарлă техника çителĕклĕ кунта. Вĕсене яланах ушкăнпа ĕçлеттереççĕ. Хальхинче те хуçалăхри механизаторсем кĕске вăхăтра _ пĕр эрнере _ нумай çул ỹсекен курăксене çулса, типĕтсе склада упранма хума ĕлкĕрчĕç. Ĕнер хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксенчен сенаж хывма тухрĕç. Сăн ỹкерчĕксенче: В.Мисяков механизатор, С.Муллин, Н.Романов водительсем; утта погрузчикпа тиеççĕ.