Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тав тунă

16 июня 2010 г.

Тав тунă Çĕр-шыва хỹтĕлесси _ кашни çамрăкăн таса тивĕçĕ. Елчĕк каччисем район ятне çĕре ỹкерменни, çĕр-шыв хỹтĕлевçи ята çỹллĕ шайра тытса çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани савăнтарать. Элекçей Тимеш ялĕнчи Алевтина Васильевнăпа Николай Александрович Кузьминсем вара çак кунсенче ывăлĕ службăра тăракан çар чаçĕн командованийĕнчен Тав çырăвĕ илчĕç. Салтака кайнă чух тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, çар комиссариачĕн ĕçченĕсем Александра салтак чысне упрама, присягăна çирĕп пăхăнса çĕр-шыва хăюллăн хỹтĕлеме сĕнни çĕре ỹкменшĕн савăнчĕç вĕсем. "Сирĕн ывăлăр Александр службăн малтанхи кунĕсенченех çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлать, хастарлăхпа палăрнăшăн ăна çар чаçĕн командованийĕ пĕрре анчах мар хавхалантарнă. Тивĕçлĕ воспитани панăшăн, патриот çитĕнтернĕшĕн пысăк тав сире", _ çырнă çырура. Çакăн евĕр ăшă сăмахсене вуласан кирек камăн та чунĕ савăнать. Ырă сăмах ачасем пирки пырать пулсан пушшех те. Çар ретне тăрас умĕн Александр Мускаври гуманитари институчĕн Шупашкарти филиалĕнче 2 çул пĕлỹ илнĕ. Çартан таврăнсан йĕкĕт вĕренĕве малалла тăсĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика