Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăсран асăрханăр

16 июня 2010 г.

 Çу вăхăтĕнче çынсем час-часах вăрмана уçă сывлăшпа, çут çанталăк илемĕпе киленме каяççĕ. Çĕртме уйăхĕнче вăрмана каяссинчен пăрăнмалла, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăтра çынна сăвăссем ерес хăрушлăх пысăк. Çулсеренех Раççейри 5000-6000 граждан сăвăс энцефали-чĕпе чирлет, асăннă чире пула вĕсенчен 2 проценчĕ вилет. Чăваш Республикин территорийĕнче те, тĕпчевсем тăрăх, сăвăссен 3,5 проценчĕ вируслă иккен. Çак хуртри хăрушă вирус çынна лексе чирлеттерме пултарать. Сăвăс çыртнипе пуç мими шыçать. Чир кĕлеткен температури 38-39 градус таран ỹснипе пуçланать, çынна шăнтса пăрахать, куç шурри хĕрелет. 3-5-мĕш кунĕнче чирлĕ çын аташма пуçлать. Çак чир паллисене асăрхасанах çынна больницăна леçмелле. Хăрушă чиртен сыхланас тесен мĕн тумалла? Вăрмана кайнă чухне капюшонлă куртка тăхăнăр, шăлавар вĕçне нуски ăшне çавăрса чикĕр. Киле таврăнсан тумтирпе атă-пушмака урамрах силлесе кĕрĕр. Енчен те сăвăс сирĕн ỹт-пĕвĕре кĕрсе ларчĕ пулсан, ăна çийĕнчех ỹтрен туртса кăлармалла. Çак ĕçе çăмăллатма сăвăс кĕрсе ларнă вырăна тип çу тумлатăр (çапла туни сывлăш çулне хуплать, сăвăса питĕ кансĕрлет). Ун хыççăн сăвăса асăрханса пинцетпа е çиппе туртса кăларăр. Енчен те унăн хăш пайĕ те пулин ỹтре юлчĕ пулсан, ăна таса йĕппе усă курса кăларăр, тỹрех сиплев учрежденине кайса чирлесрен иммуноглобулинпа укол тутарăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика