16 июня 2010 г.
Статистика çакна çирĕплетсе парать: эрех-сăра ĕçсе ашкăнакан çынсенчен ытларахăшĕ вар-хырăм, пĕвер, ỹпке, нервпа психика чирĕсемпе аптăрать, çавна пула вĕсенчен чылайăшĕ çамрăклах вилет. Сăмакун-эрех ĕçсе ашкăнакан ашшĕ-амăшĕн инкекĕ _ çак чирпе пĕр хăйсем анчах чирлени мар, вĕсем ачисене çав тери хăрушă инкеке "парнелеççĕ". Эрех-сăра час-часах ĕçекен çынсен ачисем тĕрĕс-тĕкел, сывă çуралаймаççĕ, вĕсен вăраха каякан йывăр чирсем аталанаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ эрех-сăрапа мĕн чухлĕ ытларах ашкăнса пурăнать, катăк ăс-тăнлă ачасем те çавăн чухлĕ нумайрах çуралаççĕ. Алкоголизм чирĕпе аптăракансем, сăмакун-эрех наркăмăшне пĕлмен çынсемпе танлаштарсан, 15-20 çул сахалтарах пурăнаççĕ. Эрех-сăра нумай ĕçсе ашкăнни çынсене вăй-хал тĕлĕшĕнчен анчах мар, психика енчен те аркатать, кăмăл-туйăмне пусăрăнтарать, этемлĕх пахалăхĕсене çухатасси патне илсе пырать. Çыннăн психикинче тарăн улшăнусем пулса иртеççĕ. Вăл питĕ хăвăрт çилленет, пĕчĕк сăлтавшăнах вĕчĕрхенет, час тарăхса каять, ăс-тăнĕ чакать. Алкоголизм чирĕ шала кайнă çынсем ыттисене тăруках хăтăрса пăрахаççĕ, хăйсене ытти йĕркеллĕ çынсемпе пĕр шайра тытма пултараймаççĕ, суйма, улталама хăнăхаççĕ. Хăйсем пекех эрех ĕçме юратакансем хушшинче вĕсем çăмăлттайлăхĕпе, пурнăç çине çиелтен пăхнипе "юраса пурăнаççĕ", ун пек çынсем яланах мухтанчăк пулаççĕ, шỹтлеме пĕлмеççĕ. Эрех-сăра час-часах ĕçекенсене вĕсем тĕрĕс мар туни çинчен каласа пăхăр-ха эсир. Хăйсем питех те хăрушă инкек патне майĕпен-майĕпенех пынине вĕсем тĕрĕс ăнланса хак пама пултараймаççĕ.Çакна алкоголиксем хăйсен ĕçне-хĕлне тишкерсе хаклас пултарулăхне çухатнипе ăнлантармалла. Вырăссен пĕр паллă психиатрĕ çапла каланă: "Алкоголик пурне те айăплать _ арăмне те, ачисене те, ĕçри юлашĕсене те. Пĕр хăйне кăна тĕрĕс тесе шутлать".