Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт мелĕпе утакансен чемпионачĕ вĕçленчĕ

16 июня 2010 г.

Спорт мелĕпе утакансен чемпионачĕ вĕçленчĕ Çĕртме уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Шупашкарта спорт мелĕпе утакансен çĕр-шыв чемпионачĕ иртнĕ. Унта Раççейри 14 регионтан 175 спортсмен хутшăннă. Чемпионат хĕрарăмсем 20 километра утнипе пуçланнă. Чи вăйлă 20 спортсмен старта тухнă. В.Соколова юлташĕсене чылай кая хăварса чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Т.Шемякинăпа О.Михайлова _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. 1987-1988 çулсенче çуралнă атлетсенчен В.Соколова, Т.Шемякина, Е.Шумкина çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Унтан старта арçынсем тухнă. 20 километрлă дистанцире ăмăрту хĕрỹ пынă _ пĕтĕм пьедестала Мордови спортсменĕсем йышăннă. Тĕнче класлă спорт мастерĕ А.Кривов ылтăн, А.Рузавинпа А.Барцайкин кĕмĕлпе бронза медальсем илнĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчи каçхи ăмăртусем "Олимпийский" стадионта малалла тăсăлнă. Çамрăк хĕрсем 5 километрлă дистанцире ăмăртнă. Кунта старта тĕнче класлă спорт мастерĕ С.Васильева, спорт мастерĕсем О.Хайбуллина, С.Григорьева (Шупашкар), Е.Лашманова, Л.Кармышева (Саранск) тата ыттисем тухнă. Дистанцире Е.Лашмановăпа С.Васильева, О.Хайбуллина çĕнтернĕ. Çамрăк 16 хĕр 10 километрлă дистанцине тухнă. Вĕсенчен 6-шĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ, 3-шĕ _ Раççей спорт мастерĕ. Чăннипех, çăлтăрсен ăмăртăвĕ. Шупашкарти И.Юманова, Н.Охотникова, Мордовири Э.Алембекова, К.Трифонова, А.Лукьянова, Челябинск облаçĕнчи А.Петрова, С.Бояринова тата ыттисем мухтава тивĕç. И.Юманова çур дистанцире хăйĕнпе ăмăртакансене чылай кая хăварнă. Анчах ун хыççăн вăл дистанцирен тухнă. Чемпионка _ Э.Алембекова. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Н.Охотниковăпа А.Петрова çĕнсе илнĕ. Чемпионат арçынсем 50 километрлă дистанцире ăмăртнипе вĕçленнĕ. Марафонра стартранах Мордовири С.Кирдяпкинпа С.Бакулин ыттисене кая хăварнă. 42 километра яхăн пĕр-пĕринчен юлман вĕсем. Çапах опытлă С.Кирдяпкин ыттисене шанăç хăварман. Вăл _ чемпион. С.Бакулинпа (Мордови) С.Мелентьев (Мускав-Кемерево) _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Çак дистанцире çамрăксенчен А.Химин (Мускав), П.Пинишин (Мордови), И.Жбанов (Мускав-Кемерево) палăрнă. Раççей пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ А.Мельников çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Францири Метце хулинче иртнĕ Европа кубокĕн тата Шупашкарта иртнĕ çĕр-шыв чемпионачĕн итогĕсем тăрăх наци пĕрлештернĕ командин йышне палăртнине пĕлтернĕ. Тĕнче чемпионатĕнче 20 километрлă дистанцире А.Кирдяпкина, Л.Емельянова, В.Соколова, Олимп тата тĕнче чемпионĕ О.Каниськина, П.Трофимов, А.Кривов, Олимп чемпионĕ В.Борчин, 50 километрлă дистанцире Д.Нижегородов, Ю.Андронов, С.Кирдяпкин çĕр-шыв чысне хỹтĕлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика