Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене пулăшатпăр

16 июня 2010 г.

 Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çуллахи каникул тапхăрĕнче вăхăтлăх ĕçре тăрăшакан 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи çамрăксене хавхалантарасси çине иртнĕ çулхи пекех пысăк тимлĕх уйăрма палăртать. Енчен те вăхăтлăх хушма ĕç вăйĕ кирлĕ пулсан предприятисемпе организацисен ертỹçисене пирĕн пата ыйтупа тухма ыйтатпăр. Заявкăсенче çула çитмен ачасене мĕнле ĕçпе тивĕçтерме, миçе çынна ĕçе илме пултарнине палăртмалла. Çула çитмен ачасене РФ Ĕç Кодексĕпе килĕшỹллĕн епле ĕçе вырнаçтарма юранине шута илмелле. Вĕсене территорие тирпей-илем кĕртнĕ, пĕчĕк юсав ĕçĕсене пурнăçланă çĕре хутшăнтарма юрать. Ĕç паракансем çула çитмен ачасене вĕсем миçе кун ĕçленине кура, пĕр уйăхра 4330 тенкĕрен кая мар шалу тỹлемелле. Унпа пĕрлех районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшỹ çирĕплетнĕ предприятисемпе организацисенче ĕçлекен çамрăксене федераци бюджетĕнчен уйăракан укçана та парса хавхалантараççĕ. Ăна пĕр хутчен параççĕ. Иртнĕ çул халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр акционерсен "Прогресс" хупă обществин дирекцийĕпе тачă çыхăнса ĕçлерĕ. Çапла майпа кунта çуллахи каникул вăхăтĕнче вăхăтлăх ĕçре тăрăшнă çула çитмен ачасем шалусăр пуçне тĕллевлĕ майпа уйракан хушма укçана та илме пултарчĕç. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене вăхăтлăх ĕçе илес кăмăллă предприятисемпе организацисен ертỹçисем халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалис-чĕсемпе канашлама, палăртнă мел çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика