Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçăннă ĕçе вĕçлемеллех

11 июня 2010 г.

 Çак вăхăтчен район центрĕнчи обществăлла çуртсенчи 259 хваттере (54,7 процентне) уйрăм хутса ăшăтнă. Район администрацийĕ хутшăннипе ку тĕлĕшпе иртнĕ çул уйрăмах нумай ĕç туса ирттернĕ _ 7 çуртри 130 хваттере газ кĕртнĕ. Пуçăннă ĕçе хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен _ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех вĕçлеме палăртнă. Район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи И.В.Кузнецов палăртнă тĕллевсем мĕнле пурнăçланни çинчен каласа кăтартать. _ Иртнĕ тĕл пулура эсир, Илья Васильевич, кăçал 13 çуртри 214 хваттере "кăвак çулăмпа" хутса ăшăтмалла тăвасси, пуринче те проектпа смета документацийĕсене хатĕрлесе çитерни çинчен каланăччĕ. Хальхи вăхăтра вĕсенче монтаж ĕçĕсене пурнăçласси мĕнле пулса пырать? _ Комсомольски урамĕнчи 8-мĕш, Октябрь урамĕнчи 18-мĕш çуртсенчи хваттерсене газ пăрăхĕсем хывассине вĕçленĕ ĕнтĕ. Вĕсене курса ыттисем те çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ. Палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама пултарни, паллах, кунти çынсен хавхалăнăвĕпе тăрăшулăхĕнчен те нумай килчĕ. Комсомольски урамĕнчи 8-мĕш çуртра пурăнакансем Виктор Перушкин пенсионер ертсе пынипе ĕçе уйрăмах яваплăха туйса пуçăнчĕç. Комсомольски урамĕнчи 6, 8, 10, 12-мĕш çуртсенче те газ кĕртессипе çыхăннă малтанхи ĕçсене япăх мар йĕркеленĕ. Çак урамри 4-мĕш çуртра пурăнакансен газ кĕртнĕ çĕрте кирлĕ пулакан аванс укçине пуçтарассине хăвăртлатмалла. Андреев урамĕнчи 3, 5, 6-мĕш çуртсенчи хваттерсен хуçисем тимсĕр пулнинчен те тĕлĕнмелле. Ĕçе кая хăварса пырсан ăна палăртнă вăхăт тĕлне вĕçлеме çăмăлах пулманни пирки вĕсем хальлĕхе шутласа пăхман-ши? Вăхăт вара сисĕнмесĕрех иртет, часах кĕркунне, ун хыççăн хĕлле те çитсе тăрĕ. Çак ĕçе такамшăн мар, хамăршăн тăватпăр-çке. _ Çуртсенче монтаж ĕçĕсене тăвакан подрядчиксем хăйсен тивĕçĕсене малтан палăртнă пек пурнăçлама ĕлкĕреççĕ-и? _ Елчĕкри газ участокĕпе муниципалитетăн юсавпа техника предприятийĕнче тăрăшакансем монтаж ĕçĕсене палăртнă ĕç планĕпе килĕшỹллĕн туса пыраççĕ. Асăннă организацисенчи ушкăнсене опытлă специалистсенчен йĕркеленĕ. Вĕсем ку енĕпе тин анчах ĕçлемеççĕ. Хутса ăшăтмалли система шыв пăрăхĕсемпе çыхăнать. Çавна май Елчĕкри газ участокĕ монтаж ĕçĕсем пурнăçланă çуртсенчи хваттерсенчи шыв пăрăхĕсене çыхăнтарма ку енĕпе ятарласа ĕçлекен "Стройэнергосервис" ОООри специалистсем пырса çитеççĕ. Вĕсем те хăйсен тивĕç-не çак вăхăтченех туллин пурнăçласа пыраççĕ. Ĕç кал-кал, ăнса пытăр тесен хваттерсен хуçисен хăйсен тата яваплăрах пулмалла. Октябрь урамĕнчи 18-мĕш çуртра, тĕслĕхрен, монтаж ĕçĕсене вĕçленĕ пулин те хăш-пĕр çынсем газ котелĕсене, счетчиксене вăхăтра туянайманнине пула малаллахи ĕçсем тытăнса тăраççĕ. _ Çут çанталăк газне парса тăрассине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырас тесен Андреев урамĕнче ятарлă оборудовани вырнаçтарма кирлине специалистсем çирĕплетсех каланă. Çак тăкаксене, Илья Васильевич, кам саплаштарать? _ Чи кирли _ газпа тивĕçтерессине йĕркелесе тăракан ятарлă шкафа вырнаçтарас тĕлĕшĕпе хатĕрленĕ пур документацие те экспертиза витĕр кăларассине вĕçлерĕмĕр. Çитес уйăхра монтаж ĕçĕсене пурнăçлама тытăнмалла. Пур ĕçе те район администрацийĕ хăй çине илет. _ Нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăм хутса ăшăтас тĕллевпе хальхи вăхăтра Елчĕкре пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Ытти районсенчи лару-тăру мĕнле? _ Ку енĕпе Елчĕксем пуçару тăвакансем тенĕ пулмăттăм. Патăрьел, Комсомольски районĕсенче те нумай хваттерлĕ çуртсене "кăвак çулăмпа" ăшăтмалла тăвассипе пирĕнтен кая ĕçлемеççĕ. Анчах малашне пурте çак çул-йĕре суйласа илессе пĕлсе тăратпăр. Мĕншĕн тесен тепĕр 2 çултан, çĕр-шывра коммуналлă реформăсем вĕçленнĕ хыççăн, коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн тỹлемелли хаксем ỹссе каясси каламасăрах паллă. Эпир вара çак вăхăтчен хамăрăн пурнăçа кăштах та пулин çăмăллатма ĕлкĕрсе юласшăн. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен çакна хăйсен те ăнланмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика