11 июня 2010 г.
Вĕрентекен... Пире пурне те вăл пĕлỹ парать-çке пурнăçра. Çăмăл мар професси вăл. Кашни шкул ачин хăйне евĕрлĕ енĕсене асăрхаса, аталантарса пырса, малашлăха утма пулăшса вăл чăннипех пархатарлă ĕç тăвать. Паян эпир вулакансене Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекен Вера Николаевна Вороновăпа паллаштарас терĕмĕр. _ Вера Николаевна, хăвăр çинчен кĕскен... _ Эпĕ Курнавăш ялĕнче 1963 çулта çуралнă. Ялти вăтам шкулта пĕлỹ пухнă. Паянхи пекех ас тăватăп, пире пĕрремĕш учитель Валентина Петровна Смирнова питĕ тăрăшса вĕрентетчĕ, пултаруллă ачасене тỹрех асăрхатчĕ, вăхăтра мухтаса ырă сăмах калама пĕлетчĕ. Йышлă çемьере ỹснĕрен-ши (эпир улттăн пĕр тăван), пуçламăш класа кайнă чухнех вулама-çырма пĕлнĕ. Кĕçĕн классенчех вĕрентекен ĕçне ăмсаннă, ун пек пулма ĕмĕтленнĕ. Ачалăхри ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Евдокия, Надежда тата эпĕ учитель ĕçне суйласа илтĕмĕр. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕтĕм. 1983 çултанпа хам вĕреннĕ шкулта ĕçлетĕп. Питĕ пысăк телей ку. Чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури предмечĕсене вĕрентнĕ май, ачасене тăван чĕлхе илемне туйма, тăван сăмах, тăван культура сăваплăхне ăша хывтарма хамра мĕн пуррине паратăп. _ Хальхи вăхăтра сире районта çеç мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Çавăн пекех Раççейри лайăх учительсен йышне кĕме тивĕç пултăр. _ Ман шутпа, хăй ĕçĕнче кашни çын хуçа пулни паха. Пирĕн алăра ача шăпи, пуласлăхĕ. Вĕсем яланах çĕннине кĕтеççĕ. Çавăнпа эпир ыранхи урок паянхинчен кăсăклăрах, пуянрах пултăр тесе тимлетпĕр. Вĕренекенсен ỹсĕмĕсемшĕн вĕсемпе пĕрлех чунтанах савăнатăп. Кунĕн-çĕрĕн ĕçлени харама кайманни, санăн ĕçне ыттисем хаклани малалла та тăрăшуллă пулма хистет. Учитель ĕçĕ шкулта çеç вĕçленмест, чылай чухне киле те пĕрлех пырать. Манăн ĕçе район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ те, Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви те асăрхарĕ. 2003 çулта "Районти чи лайăх чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен", 2006 çулта "Елчĕк районĕнчи чи лайăх учитель" ятсене тивĕçрĕм. 2007 çулта вара Раççей Президенчĕн грантне илме тивĕç пултăм. _ Вера Николаевна, ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хăват çитеретĕр? _ Каларăм ĕнтĕ, вĕрентекен ĕçĕ вăл питĕ пархатарлă. Çĕр çинчи кашни çыннах ăс парать, вĕрентет. Урока е мероприятисене çỹллĕ шайра ирттерес тесен, хамрăн та нумай пĕлмелле, яланах вĕренмелле. Паянхи кун вара çĕнĕ технологисемпе анлă усă курмалла. Пушă вăхăт çукпа пĕрех. Уроксем хыççăн та ачасем кабинетран тухма пĕлмеççĕ. Пĕрисене конференцисене, теприсене олимпиадăсемпе фестивальсене е патшалăхăн пĕрлехи экзаменне хатĕрлемелле. Аппасен ырă тĕслĕхĕ мана нумай пулăшать. _ Вĕрентỹ кабинечĕ те районта чи лайăххисен шутĕнче. Кăштах ун çинчен те каласа парсамăр. _ Чăваш чĕлхипе литератури кабинетĕнче эпир Надежда Николаевна Кругловăпа иксĕмĕр ĕçлетпĕр. Ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес пахалăхне ỹстерес тата çак предметсене аслă классенче профильлĕ вĕрентме майсем туса парас тĕллевпе 2005 çулта компьютер оборудованийĕпе тивĕçтерчĕç. Кабинетрах компьютер пурри учителĕн ĕçне çăмăллатать, урокра усă курни ачасен вĕренес интересне ỹстерет. Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче ИКТпа усă курни вăхăта перекетлеме, кĕске вăхăтрах нумай калăпăшлă информаци пама, пĕлỹ пахалăхне лайăхлатма май парать. _ Интернет олимпиадăсемпе конкурссенче сирĕн ачасем час-часах малтисен шутĕнче. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă? _ Литература урокĕсенче компьютерпа усă курса писательсемпе поэтсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан презентацисене пăхни, тестсемпе ĕçлени _ çаксем пурте ачасен вĕренес туртăмне ỹстереççĕ. Тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерỹçĕ пуласси те вăл тăван чĕлхепе литературăна тарăннăн пĕлнипе çыхăннă. Уйрăмах çакă Интернет олимпиадăсенче палăрать. Мĕншĕн тесен унта кĕске хушăрах ача мĕн пĕлни куç умне тухса тăрать. Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă Интернет олимпиадăра Анна Курчина _ 1-мĕш, Светлана Смирнова, Ольга Мартышкина, Анжела Смирнова, Елена Николаева, Валентина Прохорова 2-мĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç. "Халап хапха тăрринче..." Интернет конкурсра Анна Курчина 3-мĕш вырăна тухрĕ. Юлашки вăхăтра Инçет тетелĕпе усă курса учитель пулăшнипе ачасем презентацисем хатĕрлеççĕ. Акă, сăмахран, Çеçпĕл Мишши, Г.Айхи, К.Иванов, И.Яковлев тата ытти çыравçăсемпе паллă çынсем çинчен хатĕрленĕ проектсемпе уроксенче те усă курма пулать. _ Хальхи вăхăтра сирĕн статьясене Интернетри тĕрлĕ сайтсенче курма пулать. Вĕсем çинчен те кăштах каласа хăварсамăр. _ Чăнах та. Интернетра чăвашла сайтсем йышлă: "Чăваш халăх сайчĕ", "Википеди", "Юмах.ru", "Электронлă сăмахсăр", "Педканаш" тата ыт. те. Манăн материалсемпе вулакансем "Чăваш халăх сайтĕнче" паллашма пултараççĕ, мĕншĕн тесен хыпарсене ытларах эпир унта ярса паратпăр. Республикăри ĕçтешсем çеç мар, Тутар, Пушкăрт Республикисенчи, Самар тăрăхĕнчи вĕрентекенсем те пирĕнпе ĕçлĕ çыхăну тытма пуçларĕç. Пирĕн методика кăтартăвĕсене ытти сайтсенче те курма пулать. _ Вера Николаевна, сирĕн вĕренекенĕр "Орленок" кану центрĕнче те пулса курчĕ. _ "Туслăх хĕлхемĕ" фестиваль кашни çулах иртет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче çак фестивалĕн мультимедильлĕ презентацисен конкурсĕнче пирĕн шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Светлана Смирнова республикăри ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнса "Орленок" лагере кайма путевка çĕнсе илчĕ. "А.Г.Николаев _ чăваш кăйкăрĕ" презентацие республика шайĕнче хỹтĕлесе тивĕçрĕ вăл ăна. _ Эсир кăçал республикăри "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вулакан кĕнеке" конкурса хутшăнма та вăхăт тупрăр. Сирĕн ĕç чи лайăххи пулчĕ. _ Эпĕ ачаранпах кĕнеке вулама юрататăп, çĕнĕ кĕнекесемпе тăтăшах паллашма тăрăшатăп. Çавăнпах тен, ял библиотеки маншăн çывăх. 2008 çулта тухнă кĕнекесемпе тĕплĕн паллашнă хыççăн В.Шемекеевăн "Ай, тăварлă-çке кĕвĕçỹ куççулĕ" романа хакласа çыртăм. Тата ытти кĕнекесем тăрăх та чылай мероприяти йĕркелерĕмĕр. Çак ĕçе тума мана эсир те, Раиса Онуфриевна, хавхалантарса пытăр. Ача-пăча кĕнекисем тăрăх вулакансемпе калаçусем, конференцисем ирттертĕмĕр. Пирĕн ĕç ыттисене те килĕшнĕ пулмалла, çавăнпах ĕнтĕ конкурса тăратнă чылай ĕçсенчен пирĕнне суйланă. Атте те литературăна çывăх пулнăран, унăн статйисене, сăвви-калавĕсене районти вулакансем юратса вулаççĕ, çырас туртăм унран та пуль. Анне вара ĕлĕкхи чăваш юррисене юрлама ăста. Шăллăм та, Витя, атте çулĕпех утать. Самай сăнарлă сăвăсем çырать. _ Нумаях пулмасть шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинарĕ иртрĕ. Калăр-ха, вăрттăнлăх мар пулсан, çакăн пек пысăк мероприятисене хăвăр вăйпа кăна ирттерме çăмăл мар ĕнтĕ? _ Семинарсене эпир пуçласа ирттерместпĕр. Уçă уроксем, мастер-классем, семинарсем кашни çулах йĕркелетпĕр. Паллах, нумай хатĕрленме тивет, хăнасем пирĕн ĕçре мĕн лайăххи пур, çавна илме килеççĕ-çке-ха. Кун пек тĕл пулусем иртни пĕр-пĕрин ăсталăхне курма, пĕлме май парать пулĕ тетĕп. Н.Н.Круглова уçă урокне Елен Нарпин "Тивĕç" калавĕ тăрăх 6-мĕш класра ирттерчĕ. Сăмах май каласан, Елена Петровнăна 9-10-мĕш классенче Надежда Николаевна та вĕрентнĕ. Эпĕ "Чăваш чĕлхипе литературине ИКТ мелĕпе вĕрентесси" мастер-класс ирттертĕм. Паллах, чи малтан шкул директорне П.В.Кузнецова, Чăваш Республикин Вĕрентỹ институчĕн ĕçченĕсене, районти чăваш литературине вĕрентекенсене _ Е.В.Алексеевăна, Г.Л.Енейкинăна, Л.Г.Адюковăна, С.И.Марковăна, Л.А.Енедеровăна тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем яланах пирĕнпе çыхăну тытсах тăраççĕ, тĕрлĕ канашсем ыйтаççĕ тата хăйсем те сĕнỹсем параççĕ. _ Мĕн суннă пулăттăр эсир Вĕрентекенсен çулталăкĕнче ĕçтешĕрсене? _ Пурне те чăтăмлăх, лайăх вĕренекен ачасем, телей, ăнăçу сунатăп. Алăра яланах ырă ĕç, пуçра ырă шухăш пултăр. _ Тавах калаçушăн.