11 июня 2010 г.
Çу уйăхĕн вĕçĕнче районта йĕркеленĕ комисси калчасем шăтса тухнине тĕрĕсленĕ вăхăтрах çĕрпе мĕнле усă курнине, вăрман тăрăхĕсен, ял урамĕсен, çырма-çатрасен тасалăхне те тишкернĕ. Вăл кашни ялта тенĕ пекех çитменлĕхсем пуррине тупса палăртнă, вĕсене пĕтерме хушса хăварнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн эксперт специалисчĕ П.Тремасов каланă тăрăх, çакăн хыççăн ял тăрăхĕсем, ял хуçалăх производство кооперативĕсем ял урамĕсене тирпейлес, ял çыннисем килти ăпăр-тапăра кăларса тăкнă вырăнсене пĕтерес тĕлĕшпе чылай ĕç тунă. Виçĕм кун район администрацийĕн пайĕсен пуçлăхĕсем, район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе, Аслă Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнче маларах асăрханă ăпăр-тапăр вырăнĕсене тасатнине, урамсен тирпейлĕхне тепĕр хут тĕрĕслерĕç. Мĕншĕн тесен Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи ялсенче саккунсăр майпа уçнă свалка вырăнĕсем уйрăмах нумай пулнă. Аслă Таяпара, сăмахран, ял варринчи тăкăрлăксем, ял тулашĕнчи çурçĕр-хĕвел анăçĕнчи çырма-çатра килти уйрăм хуçалăхсенчен илсе тухнă ăпăр-тапăрпа тулса ларнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх Аслă Таяпа, Шуршу ялĕсенчи тата ялсем çумĕнчи ăпăр-тапăр вырăнĕсене тасатнă. Анчах çитменлĕхсем çав-çавах пур-ха. Ял урамĕсене пĕтĕмпех тирпейлесе çитермен. Аслă Таяпари шкулпа пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ хушшинчи пăралукпа тахçантанпа усă курман, кивелнĕ тараса, унпа юнашар подстанци валли тесе кирпĕчрен купаланă çурт (çỹлти ỹкерчĕк), вăхăт иртнĕçемĕн ишĕлсе пыраканскер, яла сăнсăрлатса лараççĕ. Кирлĕ мар пулсан мĕншĕн пăсмалла мар вĕсене? Вĕсене пăсса пĕри çунтарма, тепри строительствăра усă курма е лакăм-тĕкĕме тикĕслеме юрăхлă пулаççех. Аслă Таяпасем масара тирпейлĕ тытаççĕ. Анчах хапха умĕнче çỹп-çап выртать (варринчи ỹкерчĕк). Комисси членĕсен шухăшĕпе хапха умне пичке лартсан та ял çыннисем ăпăр-тапăра ăçта май пур, унта пăрахмĕччĕç. Ун валли ял çыннисем, предпринимательсем те кăштах укçа-тенкĕ хĕрхенсе тăмĕччĕç. Халăхпа калаçни, çынсемпе пĕр сăмах тупни çеç кирлĕ. Район центрĕнчен, тĕп çулран аякра вырнаçнă Шуршу ялне асфальтлă çул илсе çитерет. Тайăлса кайнă юпа, карта, хуралтăсем, ăпăр-тапăр пайтах кунта. Хăшĕ-пĕрисене сỹтсе ывăтма, тирпейлеме укçа-тенкĕ те кирлĕ мар. Ялти нумай çын хăйсем валли тарасасем чавнă. Анчах тĕп урамри тарасана пăхма та, усă курма та хăрушă (аялти ỹкерчĕк). Ял тăрăхĕн ертỹçи В.Малов ăна çак кунсенчех юсама шантарчĕ-ха. Ĕçĕ çеç пултăрччĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕпе çỹренĕ май ытти çитменлĕхсем те тĕл пулчĕç. Çавăнпа район пуçлăхĕ Н.Миллин: "Кун пек пурăнма юрамасть", _ тесе каланипе ял тăрăхĕн администрацийĕн килĕшме, лару-тăрăва лайăхлатас тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçлеме тиветех.