Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт мелĕпе утакансем ăмăртаççĕ

11 июня 2010 г.

 Çĕртме уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче спорт мелĕпе утакансен çĕр-шыв чемпионачĕ тата çамрăксем хушшинчи Раççейри ăмăртусем Шупашкарта залив хĕрринче тата "Олимпийский" стадионра иртеççĕ. Чемпионат шăмат кун Шупашкар заливĕ хĕрринче 9 сехет те 30 минутра хĕрарăмсем 20 километра утнипе пуçланать. Кунтах 12 сехетре чемпионата савăнăçлă уçаççĕ тата ăмăрту çĕнтерỹçипе призерсене чыслаççĕ. 12 сехет те 30 минутра вара медальсемшĕн 20 километра утма арçынсем тухĕç. Пĕрремĕш кунхи программа 17 сехетрен "Олимпийский" стадионра тăсăлĕ. Кунта çамрăк хĕрсемпе каччăсем 5 тата 10 çухрăма утса Раççейĕн пĕрлешỹллĕ командин йышĕнче утă уйăхĕн вĕçĕнче Барселонăра çăмăл атлетика енĕпе иртекен Европа чемпионатне хутшăнассишĕн ăмăртĕç. Чемпионат вырсарни кун, çĕртмен 13-мĕшĕнче, арçынсен залив хĕрринче 9 сехетре пуçланакан 50 километрлă марафонĕпе вĕçленĕ. Чемпионата йĕркелекенсем регионсенчен 300-е яхăн спортсмен килессе шанаççĕ. Эрне кун, çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче (çак кун участниксем килсе çитеççĕ) 10 сехетре Чăваш Республикин Спорт министерствинче пресс-конференци пулать. Унта А.Николаев спорт министрĕ, Раççей пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ А.Мельников, ВФЛА представителĕсем, чемпионат судйисем хутшăнаççĕ. Чемпионатпа ăмăртусем иртнĕ кунсенче Юрă уйĕ районĕнче пресс-центр ĕçлĕ, унта журналистсем пĕтĕмлетỹ итогĕсене илме, трансляци ирттерме, интернет урлă хыпар çитерме пултараççĕ. Çавăн пекех пресс-центрта дистанцисен çĕнтерỹçисемпе тата призерĕсемпе пресс-конференцисем те иртĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика