11 июня 2010 г.
Патшалăхăн е муниципалитетăн вĕренỹ учрежденийĕсенче тата предприятисенче пур ачана та тỹлевсĕрех шкулчченхи пĕлỹ, пĕтĕмĕшле вăтам (тулли) пĕлỹ, пуçламăш, вăтам професси пĕлĕвĕ парассине гарантиленĕ Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче (43 статья) тата Раççей Федерацийĕн "Вĕрентỹ çинчен" (5 статья) саккунĕнче. Раççей Федерацийĕн кăçалхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче йышăннă 83 номерлĕ "Патшалăх (муниципалитет) учрежденийĕсен право тăрăмне çĕнетнĕ май Раççей Федерацийĕн уйрăм хăш-пĕр саккунĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн, шкулсенче вĕрентỹ планне кĕртнĕ пур обязательнăй предмета вĕрентессипе çыхăннă тăкаксене малашне те патшалăх саплаштарать. Обязательнăй предметсен шутне вырăс чĕлхипе литература, математика, физика, хими, биологи, истори, обществознани (кунтах экономикăпа право кĕреççĕ), исксство ( музыка, ИЗО, МХК), технологи (труд), физкультура, географи, природоведени (окружающий мир), ют чĕлхе, тăван чĕлхепе литература, информатика тата ИТК, ОБЖ кĕреççĕ. Çирĕплетнĕ стандартра палăртнă тăрăх, пилĕк кунлă вĕрентỹ эрнинче уроксен сехечĕ 1-мĕш класра 20 сехетпе (СанПиН 2.4.2.1178-02 правилисемпе тата нормативĕсемпе килĕшỹллĕн 1-мĕш классене эрнере 5 кун анчах вĕрентме юрать), 2 _ 4-мĕш классенче - 22, 5-мĕш класра _ 28, 6-мĕш класра _ 29, 7-мĕш класра _ 31, 8 _ 9-мĕш классенче _ 32, 10 _ 11-мĕш классенче 35 сехет; 6 кунлă вĕрентỹ эрнинче 2 _ 4-мĕш классенче _ 25, 5-мĕш класра _ 31, 6-мĕш класра _ 32, 7-мĕш класра _ 34, 8 _ 9-мĕш классенче _ 35, 10 _11-мĕш классенче 36 сехет пулмалла.