Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем хавхалантараççĕ

11 июня 2010 г.

Кăтартусем хавхалантараççĕ "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхра хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 26 килограма яхăн, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 5 килограма яхăн ытларах сĕт сăваççĕ. Палăртнă кăтарту хальхи вăхăтра районта чи пысăкки шутланать. Пысăк кăтартусен вăрттăнлăхĕ мĕнре? Çакна чи малтанах рацион тулăх та пуян пулнипе çыхăннă теççĕ хуçалăхра. Ешĕл апатпа кирлĕ таран тăрантарнисĕр пуçне куллен кашни ĕнене хĕллехи пекех 6 килограмм çăнăх тивĕçет. Иртнĕ çулхи хĕл тапхăрĕ валли ытлăн-çитлĕн хатĕрленĕ пахалăхлă сенажăн юлашки траншейине нумаях пулмасть анчах уçнă, вăл чылай вăхăта ĕнесене тăрантарма çитмелле. Кулленхи рациона йĕркеленĕ чухне минераллă хушма апатсемпе усă курассине те тĕп вырăна хураççĕ. Çак тапхăрта ĕнесем ушкăнпа пăрулани те сĕт туса илесси çине витĕм кỹрет. Сахал яваплă юлташлăхра сăвакан ĕнесен кĕтĕвне çулсерен ỹстерсе пыраççĕ. Директор çумĕ Августина Лапшина палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра фермăра 85 ĕне шутланать. Юлашки 5 уйăхра 100 ĕнерен 78 пăру илнĕ, вĕсем пурте тĕрĕс-тĕкел, сывă çитĕнеççĕ. Çакăнта Лидия Кузнецова техник-осеменаторăн, ветеринарăн тỹпи пысăк. Ĕне сăвакан операторсем те хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. Нумаях пулмасть районта йĕркелесе ирттернĕ дояркăсен 2 эрнелĕх вĕренĕвне Марина Архипова, Алена Савельева тата Наталия Архипова дояркăсем хастар хутшăннă, юлашкинчен, мĕн вĕреннине çирĕплетес тĕллевпе пурне те экзамен тыттарнă. Комисси членĕсем "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхри ĕне сăвакан операторсен пĕлĕвне, ăсталăхне тивĕçлипе хак панă. Сахал яваплă юлташлăх дирекцийĕн яваплăхĕ те пысăк: ĕне сăвакансене вĕренĕве явăçтарассине кирлĕ шайра пурнăçлама пултарнă. Ĕç кал-кал, кăтартусем ỹссе пыни кĕтỹçĕсенчен те нумай килет. Сергей Краснов, Анатолий Александров, Николай Карсаков, Владимир Иванов, Вячеслав Шелтуков, Лев Лебедев вара хăйсене шанса панă тивĕçе кирлĕ пек пурнăçлама хăнăхнă. Сăн ỹкерчĕкре: Сергей Краснов тата Анатолий Александров кĕтỹçĕсем ĕнесене кăнтăрлахи вăхăтра лагере илсе пынă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика