Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе кал-кал йĕркеленĕ

11 июня 2010 г.

Ĕçе кал-кал йĕркеленĕ Ял хуçалăх предприятийĕсенче утă çи пуçланчĕ. Нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ районĕпе 8066 гектар йышăнать, çав шутран 3500 гектарне утăлăх çулмалла. Çирĕплетнĕ планпа килĕшỹллĕн пурĕ 5800 тонна пахалăхлă утă хатĕрлесе хăвармалла. Нумай çул ỹсекен курăксене чи малтан вырма тухнă ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕринче _ "Победа" сахал яваплă юлташлăхра пулса куртăмăр. Кунта выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май кашни çул çирĕп апат никĕсĕ хывса хăвараççĕ. Яваплă ĕçе пурнăçлама малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ. Агрегатсене тепĕр хутчен техника тĕлĕшĕнчен пăхса, тĕрĕслесе янă, вĕсемпе ĕçлеттерме шанчăклă çынсене çирĕплетнĕ. Пĕр сăмахпа, утă çинчи ĕçе чăрмавсăр йĕркелесе пымалли мĕн пур майсене çирĕплетнĕ. 150 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăка пĕрремĕш хут çулма Николай Общин механизатора шаннă, унăн пулăшаканĕ _ Владимир Общин. Николай Аркадьевич ĕç кал-кал, ăнса пынипе кăмăллă. _ Кăçалхи типĕ çанталăк условийĕнче те курăк япăх мар ỹссе çитĕннĕ, _ тет вăл. Хуçалăхра кивелнĕ курăк лаптăкĕсене çĕнетсех тăраççĕ, вĕсене кирлĕ таран минераллă удобренипе апатлантараççĕ. Вырса пăрахнă лаптăксенчи типшĕрнĕ курăка Владимир Сергеев механизатор тавăрса паккуса хурать. Сергей Козлов вара хатĕр утта пресс-подборщикпа усă курса рулонсем тăвать. Утă çинчи ĕçе тата хăвăртлатас тĕллевпе тепĕр çĕнĕ пресс-подборщик кỹрсе килнĕ. Регулировка ĕçĕсене тунă хыççăн ăна çийĕнчех хире илсе тухаççĕ. Лев Портнов механизатор вара хатĕр рулонсене автомашинăсем çине тиесе тăма ĕлкĕртĕр çеç. Утă турттаракан Валерий Кудрявцев, Василий Петров, Гаврил Жирнов водительсем те правур ĕçлеççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: Николай тата Владимир Общинсем. Вĕсем _ тăвансем, килĕштерсе ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика