09 июня 2010 г.
"Акатуй" ĕçпе юрă тата спорт уявĕн программинче спорт ăмăртăвĕсем нумай пулчĕç. Вĕсем мĕн каçченех пычĕç. Эрне кун тĕп стадионта Çирĕклĕ Шăхаль тата Елчĕк ял тăрăхĕсенчи футбол командисем тĕл пулса вылярĕç. Çирĕклĕ Шăхальсем кăçал çурхи кубока çĕнсе илнĕ, Елчĕксем иртнĕ кĕркунне футбол турнирĕнче палăрнă. Çак икĕ команда пĕр-пĕринпе тĕл пулса чи вăйлине палăртма тивĕç пулчĕ те ĕнтĕ. Пĕрремĕш таймра Елчĕксем хăнасен хапхине пĕр мечĕк тапса кĕртрĕç, иккĕмĕшĕнче _ тепре. Çирĕклĕ Шăхаль команди те парăмра юлмарĕ. Вĕсен пĕр атаки ăнăçлă вĕçленчĕ. Çапах та ăнăçу çак кун Елчĕк футболисчĕсем енче пулчĕ. Вăйă вĕçлениччен вĕсем тепĕр мечĕк тапса кĕртме пултарчĕç. 3:1 шутпа çĕнтерсе Елчĕк команди Акатуй парнине çĕнсе илчĕ. Тепĕр кунне спорт ăмăртăвĕсем пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсен хутăш эстафета чупăвĕнчен пуçланчĕ. Тăватшар хĕр ачапа арçын ачаран тăракан командăри кашни участник 200-шер метра чупрĕ. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче Кĕçĕн Таяпари çăмăл атлетсем финиша пĕрремĕш çитрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Шăмалак тата Чăваш Тăрăм шкулĕсенче вĕренекенсем йышăнчĕç. Вăтам шкулсен ушкăнĕнче Елчĕксем мала тухрĕç. Лаш Таяпа тата Аслă Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем дистанцие иккĕмĕш тата виççĕмĕш вĕçлерĕç. Волейболистсен турнирне Тĕмер, Çĕнĕ Пăва ялĕсен тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн спортсменĕсем хутшăнчĕç. Тĕмерсем Акатуйра пысăк çитĕнỹ турĕç. Вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Çĕнĕ Пăвасем _ иккĕмĕш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Кире пуканне йăтма Акатуйра çамрăксем те, çитĕннисем те, ветерансем те йышлă хутшăннине палăртмалла. Хĕрсем хушшинчи тупăшура Ĕнелте çуралса ỹснĕ, нумай-нумай ăмăртусен çĕнтерỹçи В.Николаева палăрчĕ. 16 килограмлă кире пуканне вăл чи нумай сулласа йăтрĕ. Хăвăлçырмари В.Купташкина та пултаруллă. Вăл та, районта, республикăра кире пуканĕ йăтассипе пĕр хутчен çеç мар палăрнăскер, иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Питтĕпелĕнчи Е.Еремеева виççĕмĕш вырăнта. Пирĕн районта кире пуканĕ спорчĕн ветеранĕсем Раççейри, тĕнчери ăмăртусенче палăрнине эпир хамăр хаçатра час-часах çырса пĕлтеретпĕр. Раççей чемпионĕ Н.Яковлев (Тăрăм) юлашки вăхăтра ăсталăха ỹстерсе пырать. Акатуй уявĕнче вăл 16 килограмлă кире пуканне 140 хутчен сулласа йăтма пултарчĕ. Ĕнелĕнчи А.Анисимов кире пуканне 131 хут, Г.Туманов (Çĕнĕ Эйпеç) 104 хут сулласа йăтма пултарчĕç. Çакна та аса илни вырăнлă: А.Анисимовпа Г.Туманов ветерансем хушшинче ирттернĕ тĕнче чемпионатĕнчен нумаях пулмасть кĕмĕл медальсемпе таврăннăччĕ. Хальхинче те вĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çитĕннисен ушкăнĕнче кире пуканĕ йăтассипе пысăк ăмăртусенче палăрнă, спорт мастерĕн тата кандидачĕн нормативĕсене тултарнă спортсменсем кăçал иртнĕ çулхисенчен нумайрах пулчĕç. Вĕсем 5 минутра 24-шар килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен кам нумайрах тĕртессипе тупăшрĕç. 70 килограма çитичченхи виçере Анатри Тимешри И.Кривов чи нумай тĕртрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа), Н.Николаев (Ĕнел) йышăнчĕç. 70 килограмран йывăртарах виçере нумаях пулмасть спорт мастерĕ пулса тăнă Д.Енедерова (Тăрăм) çитекенни пулмарĕ. Д.Семенов (Çĕнĕ Пăва), В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа) пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕç. Кире пуканĕ йăтассипе эстафета ăмăртăвне кăçал пуçласа ирттерчĕç. Командăри 3-шер атлет 3 минут хушшинче 24-шар килограмлă икĕ кире пуканне çĕклессипе вăй виçрĕç. Кунта Тăрăм ял тăрăхĕн команди палăрчĕ, вăл 178 очко пуçтарчĕ, Акатуй парнине _ такана çĕнсе илчĕ. Хапха урлă кире пуканĕ ывăтасси мĕн ĕлĕкрен пыракан ăмăрту. "Ырсамай" кану паркĕнче хапха лартман-ха. Икĕ юпа хушшине хунă патак хапха вырăнĕнче пулчĕ. Исемпелĕнчи С.Чермаков чи çỹллĕ "хапха" урлă ывăтрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Павлов (Кавал), А.Сусликов (Курнавăш) тухрĕç. Штанга йăтакансем виçĕ ушкăна пайланса вăй виçрĕç. Ăмăрту йĕркипе вĕсем штангăна кăкăр çинчен тĕртессипе тупăшрĕç. 60 килограма çитичченхи çамрăксем хушшинче Патăрьел районĕнчи Алманчă çамрăкĕ, Пĕтĕм Раççейри ăмăрту çĕнтерỹçи П.Мышов (хăйĕн виçи 52 кг) 100 килограмлă штангăна кăкăр çинчен тĕртрĕ. Пирĕн район çамрăкĕсем _ А.Патшин, А.Шляпин (иккĕшĕ те Елчĕк шкулĕнчен) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. 60 килограмран йывăртарах виçере Аслă Пăла Тимешре çуралса ỹснĕ, Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекен спорт мастерĕ П.Портнов (72 кг) 130 килограмлă штангăна парăнтарчĕ. Н.Васильев (Елчĕк шкулĕ, 11-мĕш класс) 100 килограмм йăтрĕ. Виççĕмĕш вырăна Патăрьел районĕн çамрăкĕ Э.Карсаков йышăнчĕ. Елчĕкре çуралса ỹснĕ спорт мастерне И.Ишмуратова йывăр атлетикăпа интересленекенсем аван пĕлеççĕ. Вăл кăçал 150 килограмлă штангăна кăкăр çинчен тĕртрĕ. Çапла вара Елчĕк Акатуйĕнче 17-мĕш хут (!) çĕнтерчĕ. Хăйĕн виçипе çĕнтерỹçĕрен чылай çăмăлтарах А.Сусликов, спорт мастерĕ, Раççей чемпионĕ, Мускаври Олимп резервĕсем хатĕрлекен училище воспитанникĕ, 137 килограмлă штангăна кăкăр çинчен тĕртсе иккĕмĕш вырăна тухрĕ. И.Ишмуратов пекех спорт ветеранĕ Ю.Балтаев (Питтĕпел) Акатуй уявĕн виççĕмĕш призерĕ пулса тăчĕ. А.Сусликов тепĕр ăмăртура та палăрчĕ. Вăл 80 килограмлă хăйăр миххине çурăм çине хурса 41 хут ларса тăчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне çамрăксем пуçларĕç. Тĕпрен илсен вĕсем пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен аслă класĕсенче вĕренекенсем пулчĕç. 65 килограма çитичченхи виçере П.Зайцев (Кушкă) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ А.Адикин (Патăрьел районĕ), А.Медведев (Çуткỹл). 65 килограмран йывăртарах виçере Аслă Елчĕк çамрăкĕсем О.Борисовпа О.Патшин финалта тĕл пулчĕç. О.Борисов çĕнтерчĕ. Çитĕннисем абсолютлă виçере кĕрешрĕç. Кун пек чухне атлетсен мĕнле виçерине шута илмеççĕ. Апла пулин те ку ушкăнра кам çĕнтерỹçĕ пуласси пирки малтанах никамăн та иккĕленỹ çуралмарĕ. Александр Лапшин (Элпуç) финалта Д.Галошева (Кушкă) парăнтарса 6-мĕш хут Акатуй паттăрĕ пулса тăчĕ. Виççĕмĕш вырăнта _ М.Горшков (Аслă Елчĕк). Алă вăйĕ виçекенсен тупăшăвне куракансем те атлетсене хавхалантарса тăчĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче финалта студентсем хушшинче ирттернĕ тĕнче чемпионатĕнче пăхăр медаль çĕнсе илнĕ Е.Портнова (Аслă Пăла Тимеш) тата Чăваш Республикин чемпионĕ А.Мышкина (Çĕнĕ Пăва) тĕл пулчĕç. Е.Портнова Акатуй çĕнтерỹçи ята тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăнта _ А.Павлова (Шуршу). 75 килограма çитичченхи арçынсен ушкăнĕнче Чăваш Республикин чемпионне А.Дергачева парăнтаракани тупăнмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.Архипов (Аслă Шăхаль), Денис Семенов (Çĕнĕ Пăва) пайларĕç. 75 килограмран йывăртарах виçере Дмитрий Семенов (Çĕнĕ Пăва), С.Солин (Тĕмер), С.Чермаков (Исемпел) малти вырăнсене йышăнчĕç. Елчĕк ипподромне уçни чылай çул мар-ха. Анчах кашни çулах кунта лаша спорчĕ енĕпе тĕрлĕ ăмăртусем иртеççĕ. Курса тăракансене те меллĕ. Дамба хăпартса тунă çул çинчен лашасем чупни алă тупанĕ çинчи пек курăнать. 11 сехет те 30 минутра пуçланнă ăмăртăва пин-пин çын курса савăнчĕ. Чи малтанах урапа çине 300 килограмм груз хурса лашасем чупрĕç. 9 лаша хутшăнчĕ унта. 600 метрлă çаврăма тиевлĕ лавпа хăш лаша малтан чупса тухасси куракансене илĕртрĕ. "Прогресс" хуçалăхри И.Воронцов тытса пыракан "Диплом" ятлă лаша дистанцие 1 минут та 26 çеккунтра чупса тухрĕ. "Эмметево" ОООри "Малыш" лаша (лавçи П.Никифоров) çĕнтерỹçĕрен кăшт кăна кая юлчĕ. Виççĕмĕш вырăна К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхри "Ракета" (лавçи С.Никандров) тухрĕ. Лашасемпе сĕрен яни те ăмăртăвăн чи кăсăклă саманчĕ пулчĕ. 800 метрлă икĕ çаврăма 8 лаша чупрĕ. Пĕрремĕш вырăна Лаш Таяпасен "Гордый" ятлă лаши тухрĕ (юланутçи П.Павлов). Ун хуçи район пуçлăхĕн Н.Миллинăн тĕп призне _ çулталăкри тихана çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ "Комбайн" ЯХПКн "Алина" урхамахĕ (юланутçи Г.Ельцов), виççĕмĕш _ К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхри "Принцесса" лаша (юланутçи А.Лебедев). Унтан ипподрома пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксем тухрĕç. 1600 метра вĕсене икшерĕн-виçшерĕн чуптарчĕç. Финала дистанцире чи лайăх вăхăт кăтартнă рысаксем тухрĕç. Ăна районта лаша спортне аталантарма нумай тăрăшнă В.Скворцова халалларĕç. Кушкăри Л.Кошкин тытса пыракан "Артур ДиД" урхамах мала тухрĕ. Шупашкартан килнĕ И.Вазюковăн "Палач" рысакĕ финиша иккĕмĕш, Çĕнĕ Эйпеçри А.Осипов хуçалăхĕнчи А.Краснов тытса пынă "Корвет" рысак виççĕмĕш вырăнта. Лаша спорчĕн ăмăртăвĕсене Патăрьелĕнчен ятарласа чĕннĕ Фарид Фазуллин комментатор пулса ертсе пычĕ. Чăннипех лаша спортне парăннă, Патăрьелĕнчи ипподрома йĕркелесе яракан çынсенчен пĕри вăл. Ăмăрту вăхăтĕнче вăл чупусем мĕнле пынине каласа тăнине, лаша спорчĕ çинчен каласа панине итлесе тăма кăмăллă пулчĕ. Акатуй спонсорĕсене тав Лаша спорчĕн ăмăртăвне йĕркелесе ирттерме укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Акатуя ирттерес енĕпе йĕркеленĕ комисси ку енĕпе спонсор пулăшăвĕ панă "Яманчỹрелти сельхозхими" ОООна (Г.А.Петров), Перекет банкĕн Елчĕкри хушма офисне (А.Ф.Шадриков), "Россельхозбанк" ОАОн Елчĕкри уйрăмне (А.Н.Миллин), "Чувашьенкрахмал" ОООна (А.С.Кудряшов), Елчĕк пасарне (А.А.Михайловский), "Кирпич" ОООна (Л.П.Ласточкина), "Чувашавтодор" ПУПăн Елчĕкри участокне (Г.Г.Зайцев), "Чувашэнерго" ОАОн Кăнтăр электричество сечĕсен Елчĕкри электричество сетьне (Ю.Н.Хушкин), Елчĕкри ветеринари станцине (А.А.Скворцов), "Промсервис" НПО ЗАОна (Ю.Н.Титов), Л.Л.Григорьев уйрăм предпринимателе, Ел-чĕкри аптекăна (Р.Н.Молодова), Елчĕкри БТИне (А.Л.Теллин) пĕтĕм чĕререн тав тăвать, ĕçре пысăк çитĕнỹсем сунать. Тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешессипе спорт ăмăртăвĕсем вĕçленеççĕ. Паттăрсем кĕрешнине пăхса тăма халăх йышлă пуçтарăнать. Кăçал та, иртнĕ çулсенчи пекех, малтан 75 килограма çитичченхи тата унтан йывăртарах виçесенче çĕнтерỹçĕсене, юлашкинчен Акатуй паттăрне палăртаççĕ. Çăмăлтарах виçере ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнтернĕ Александр Лапшина тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешсе илекен тупăнмарĕ. 75 килограмран йывăртарах виçере В.Петрушкин (Аслă Елчĕк) чи вăйли пулни палăрчĕ. Акатуй паттăрĕ ята çĕнсе илессишĕн унăн А.Лапшинпа кавир çине тухмаллаччĕ. Анчах А.Лапшин, икĕ енлĕ ăмăртура вăй виçнĕскер, кавир çине тухмарĕ. Çапла майпа "2010 çулхи Акатуй паттăрĕ" ята Аслă Елчĕк çамрăкĕ В.Петрушкин тивĕç пулчĕ.