Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх вăййи чуна çывăх

09 июня 2010 г.

Юлашки çулсенче районта уявсен вăхăтĕнче халăх вăййисене ирттересси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçлани сисĕнет. Йăх-несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине тытса пыма, уявра кăмăллăн канма тата хавасланма пулăшаççĕ вĕсем. Хула ырлăхĕсем яла та çитсе пынă май паянхи кун ял урамĕсенче кĕвентепе шыв йăтса утакансене вуçех те курмастпăр тесен те йăнăш пулас çук пуль. Çапах та Елчĕк хĕрĕсем çак ырă йăлана манман иккен-ха, кĕвентепе тулли витресем йăтнă чух утма анчах мар, чупма та пултараççĕ-ха вĕсем. Çак вăйăра çĕнтерỹçĕ ята Çирĕклĕ Шăхалĕнчи И.Максимова çĕнсе илчĕ. Вăрăмхăва ялĕнчен килнĕ Л.Казначеевăпа Тăрăмри Н.Тестова вара 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. Силленсе тăракан пĕрене тăрăх утса унăн вĕçне çыхса хунă парнене илесси те ансатах мар. Конкурсантсем ытларах чухне пĕрене вĕçне çитеспе темиçе утăм юлсан вăйăран тухса ỹкеççĕ. 5 чăхпа 5 автана тата ытти сумлă парнесене выляса илчĕç вăйă çĕнтерỹçисем. Вăр-варлăхпа В.Ишмуратова, С.Барскипе А.Барскаяна (Елчĕк) çитекенни пулмарĕ çак вăйăра. Юпа тăрăх хăпарса ун тăрринчи парнене илессишĕн, пĕрене çинче ларса тулли михĕсемпе пĕр-пĕрне çапса ỹкерессишĕн пынă кĕрешỹсем те хĕрỹ пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе хавхалантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика