Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пит аван-çке ялти çурт"

09 июня 2010 г.

Акатуй уявне пуçтарăннă халăха Чăваш Автономине туса хунăранпа 90 çул çитнине халалланă конкурс-курав аякранах илĕртрĕ. Ăна районти 9 ял тăрăхĕн ĕçченĕсемпе культура, музей работникĕсем хатĕрленĕ. Ĕçчен Елчĕк халăхĕн ĕлĕкхи тата хальхи типтерлĕ те хăтлă çурчĕсене сăнарланă пысăках мар палаткăсенче. Чăваш çи-пуçĕллĕ палаткăсен хуçисем мăн асаттесемпе асаннесен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, йăли-йĕрки пирки тĕплĕн каласа кăтартнисĕр пуçне ĕлĕкхи хатĕрсемпе тĕрлĕ ĕç пурнăçланине сăнларĕç. Çирĕклĕ Шăхальсем, сăмахран, хултăрчă (скальница), арламалли урапа (самопрялка), пир станокĕ тата ытти ĕç хатĕрĕсем илсе тухнă. Сỹс арланине, унтан урапапа çиппине пĕтĕрнине, арăм йывăççи пулăшнипе (пирĕн патăмăрта ăна çунат тенĕ) çăмха тунине, хултăрчăпа шỹрĕ тултарнине (çак ĕçе ытларах ачасене шаннă), унтан пир мĕнле тĕртнине пăхса тăма питĕ те кăсăклă пулчĕ. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн халăхĕ тĕрлеме маçтăр пулнипе палăрса тăрать. "Çурчĕ" те вĕсен тĕрĕ ăшне путнă: чỹречепе алăк каррисем, минтерсемпе вырăн çи виттисем, сĕтел сарми, стена çине çакмалли кавирсем, кăмака умне çакнă ал шăлли _ йăлтах тĕрлĕ тĕслĕ чечекпе çунса тăраççĕ. Ухватпа кăмакаран "вĕри шаркку" кăларса хăнасене сăйлама та манмарĕç тараватлă кил хуçисем. Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче те тĕрлеме юратни курăнчĕ. Елчĕк ял тăрăхĕн ĕçченĕсен "çуртне" вара Патреккелĕнчи тата Элекçей Тимешри ылтăн алăллă З.Блиновпа Б.Пятаков ăстасем хатĕрленĕ япаласем тата та капăрлатрĕç. Хăваран çыхнă карçинккасемпе ытти тĕрлĕ хатĕрсене, йывăçран касса кăларнă ĕлĕкхи чăвашсен музыка инструменчĕсене (параппан, çăтăркка, çат-çат, çатăрма, чакки, чашма тата ытти те), тенкелсене, картинăсене куракансем тĕлĕнсех сăнарĕç. Кĕнчеле арлакан Л.Скворцова ĕлĕкхи пурнăç пирки аса илсе каласа пама та ỹркенмерĕ. Тăрăм ял тăрăхĕнчен килнĕ ĕçченсем пĕр палаткăрах авалхипе хальхи пурнăçа сăнарланă. Пĕр енче ĕлĕкхи, тепĕр енче хальхи чăвашăн пỹрт тĕпелĕ. Курнавăшпа Лаш Таяпа ял тăрăхĕсен палаткисене пырса кĕрсен те хамăра авалхи пурнăçа лекнĕнех туйма пултартăмăр. Кунтах чăваш хĕрарăмĕ кĕнчеле арлать , сăпкари ачине сиктерет, çу уçлать, кил-тĕрĕшри ытти ĕçе пурнăçлать. Пĕр сăмахпа каласан, курава тăрăшса хатĕрленни сисĕнчĕ, кашниех чăн чăваш пурнăçне тĕплĕн сăнарлама пултарчĕ, уява хăйне евĕрлĕх кĕртсе куракансене тыткăнларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика