09 июня 2010 г.
Мĕнле Акатуй вăл ака пăттисĕр? Кăçал районти 9 хуçалăх килекен хăнасене тутлă шỹрпепе, пăтăпа, ытти тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕ: "Прогресс" АХО, "Родник" агрофирма" ООО, "Яманчурино" ООО, "Рассвет" ЯХПК, "Нива" ЯХПК, "Клевер" ООО, "Эмметево" ООО, "Яльчики" АСК" ООО, "Победа" ЯХПК. Сĕтеле çавăн пекех чăвашсен сумлă апачĕсем _ шăрттан, хуплу, капăртма, чăкăт тата ытти çимĕç илем кỹчĕç. "Прогрессем" какай шỹрпипе пăттине кăвайт чĕртсе пысăк хуранпа уйрах пĕçернĕрен таврана тутлă шăршă сарăлчĕ. Вĕсен кăпăклă сăрине, "Победа" хуçалăхăн сарă йăвачине хăнасем мухтаса ĕçрĕç, çирĕç. Техĕмлĕ апат пĕçерекенсен конкурсĕнче "Прогресс" АХО малти вырăна йышăнчĕ, 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсенче "Эмметево" тата "Яманчурино" ОООсем пулчĕç.