Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв илемĕ юрă-кĕвĕре

09 июня 2010 г.

Илемлĕ юрă чуна çĕклет, пурăнма та, ĕçлеме те вăй-хăват парса тăрать. Акатуйăн концерт программи яланхиллех пуян пулчĕ. Пултаруллă культура ĕçченĕсем куракансене кашни уяврах кăмăллăн канма май туса параççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе хавхалантарсах тăраççĕ. Концерта çулсеренех тĕп хуламăрта пурăнакан ентеш юрăçсем те хаваспах хутшăнаççĕ. "Тăван енĕм, Елчĕк енĕм, Сăнĕ çутă хĕвелле. Юрласа яратпăр каррăн Чун-чĕре çĕкленмелле". Концерта ял тăрăхĕсенчи артистсем те илем кỹчĕç. Раççейĕпе палăрнă Патреккел халăх хорĕ районта, республикăра иртекен уявсен илемĕ. Чи малтанах хор участникĕсем Г.Енейкина вĕрентекен сăввипе Г.Борисов кĕвве хывнă "Сỹнми хĕлхем" юрра шăрантарчĕç. "Вальс ветеранов", "Казаки в Берлине" юрăсене те хапăлласах йышăнчĕç куракансем. Уяв программине Алексей Петров юрланă "Соколы", Геннадий Борисовăн "Янра, купăсăм", Диана Филимонован "Алые паруса" юррисем илем кỹчĕç. Патреккел артисчĕсем мĕн пĕчĕкренех сценăпа туслă пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Сăмах май, Алексейпе Диана халăха хăйсен илемлĕ сассисемпе шкул çулне çитичченех савăнтарнă. Курнавăш ял тăрăхĕн хорĕ сцена çине "Тăванлăх юррипе" тухрĕ. Елена Цветкован "Один раз в год сады цветут" юррине итленĕ чух чуна ăшă туйăмсем çупăрларĕç. Вырăскасси ялĕн мухтавĕ _ "Шанăç" фольклор ушкăнĕ "Юратнă çын шĕшкĕ пек", "Витĕр-витĕр вир кĕрпи", "Ай, сад савнать", О.Шмелева "Мы с тобой два берега" юрăсем шăрантарчĕç. И.Титова, Л.Максимова, Е.Смолина юрăçсемпе пĕрле "Пилеш кайăксем" юрра куракансем те ĕнĕрлерĕç. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи "Тарават" ансамбле, Маргарита Ляленкона, Ольгăпа Сергей Красновсене, вĕренекенсемпе вĕрентекенсенчен йĕркеленĕ ансамбле куракансем хапăлласах йышăнчĕç. Юрăçсем сахал мар Елчĕк çĕрĕн, çавăнпа та вĕсене пурне те ятран асăнса пĕтереймĕн. Пурте илемлĕ юрлаççĕ, чунра савăклăх çуратаççĕ. Тăрăм ял тăрăхĕнчи Е.Каширина ертсе пыракан "Шанчăк" фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе нумаях çул мар-ха, çапах та куракансен чĕрине тыткăнлама ĕлкĕрнĕ вăл. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи "Сударушки", Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи "Пăла", Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи "Шанчăк" ансамбльсем, Аслă Елчĕкри "Сăрнай", "Çеçпĕл çеçкисем" фольклор ушкăнĕсем, Кĕçĕн Таяпа шкулĕнчи вĕрентекенсен ансамблĕ, Вячеслав Захаров, Зарема Князева, Виталипе Людмила Марковсем, Зинаида Кантеева тата ытти чылай юрăç куракансене хавхалантарчĕç. Кĕçĕн Таяпари "Шăпăрлан" ансамбль те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Аслă Елчĕкри Олеся Чернова гитарăпа выляса "Зеленый рукав" юрăпа, Лилия Юсуповăпа Люция Салахутдинова тутар ташшипе тухрĕç халăх умне. Çамрăк юрăçсем _ Татьяна Афанасьева, Наташа Чернова, Лилия Ильина, Оксана Фомкина, Настя Сидорова та сцена илемĕ пулчĕç. Артистсенчен пĕрре те кая мар вĕсем. Кăçал Вĕрентекен çулталăкне тата Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă юрăсем чылай пулчĕç концертра. Елчĕкри искусство шкулĕнчи "Мерчен" ансамбль, Ольгăпа Валерий Архиповсем "Кайăк юрри", "Савнă тусăм", "Кума" юрăсемпе, Елчĕкри культурăпа кану ценрĕ çумĕнчи "Варкăш" ансамбль "Колечко", "Эх-ма, хороша", "Тантăш" фольклор ушкăнĕ "Чăваш ташши", "Лаши пултăр" юрăсемпе тухрĕç куракансен умне. Вера Панкратова, Иванпа Лилия Шурбинсем тата вĕсен Романпа Анатолий ывăлĕсем уява хаваслăх кỹчĕç. Уява хутшăннă халăх концерт-па кăмăллă юлчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика